Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем юсав мĕнле пынипе паллашрĕç

12 октября 2012 г.

Районти тĕп больницăра юлашки вăхăтра кашни çул тенĕ пек юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Маларахри çулсенче ача-пăча стационарĕпе хирурги уйрăмне юсанăччĕ, вĕсенчи условисене çĕнетсе лайăхлатнăччĕ.
Кăçал та больницăра иккĕмĕш уйăх ĕнтĕ тĕп юсав ĕçĕсем тăваççĕ. Хальхинче юсав тĕп больницăн поликлиникăпа стационар тата реанимаципе операци блокĕн тăррисенче тата виççĕмĕш хутра, терапи уйрăмĕ вырнаçнă çĕрте, пырать. Ку вăхăтчен чылай ĕç тума ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, анчах тумалли те сахал мар. Пысăк юсав тăвасси пĕр кунлăх е эрнелĕх ĕç мар. Кунта та ĕçсен калăпăшĕ чылая çитет, юсава Çĕнĕ çул тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ. Юсавра кунти ĕçсене пурнăçлама конкурсра тендер выляса илнĕ тулли мар яваплăхлă “Умелец” тата “Гефест” обществăсен ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Тăвай çыннисем те çук мар. Больницăра ĕç шавĕ тăрать. Юсавçăсем çанталăк лайăх тăнă чухне ытларах туса ĕлкĕрме, комплекслă ĕçлеме тăрăшни сисĕнет. Чи малта, паллах, ĕçсен пахалăхĕ. Ăна тĕп больницăна ертсе пыракансемсĕр пуçне “Стройконтроль” ОООн техника надзорĕн инспекторĕ те тимлĕн тĕрĕслесе тăнине каларĕç.
Юн кун, юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче, тĕп больницăра юсав мĕнле пынипе район пуçлăхĕ Владислав Васильев, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Вера Козлова врач, “Коммунальник” ООО директорĕ Юрий Ефимов тата райадминистрацин строительство пайĕн тĕп специалисчĕ Евгений Титов паллашрĕç. Хăйсем курса хакланисĕр пуçне, вĕсене юсав мĕнле пыни çинчен больницăн тĕп врачĕн хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Тамара Дьяконова каласа пачĕ. Вăлах ĕçсен пахалăхне чакармасăр уйăрса панă укçа-тенкĕпе питĕ перекетлĕ усă курма тăрăшнине, сăрăсене, ытти хăш-пĕр материалсене посредниксем урлă мар, вĕсене туса кăларакансенчен тÿрремĕн илсе килнине, проектпа килĕшÿллĕн хăйсене тивĕçтерекен ку чухнехи материалсем тупма тата вĕсемпе вăхăтра тивĕçтерме тимленине пĕлтерчĕ. Район пуçлăхĕпе депутатсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тивĕçлĕ хуравсем илчĕç, юсав ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă вĕçлеме сунчĕç, çакăнтан пациентсен сывлăхĕпе сиплев ĕçĕн ăнăçлăхĕ сахал мар килнине палăртрĕç. Вĕсем юсавçăсемпе те калаçрĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика