Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район центрĕнчи çуртсем çĕнелеççĕ

12 октября 2012 г.

Тăвай ялне пуçласа килекен çынсем тĕлĕнеççĕ пулĕ. Тĕп урамăн сулахай енчи нумай хваттерлĕ пĕр çуртăн тăррине сĕвеççĕ пĕрисем, тепĕр объекчĕнне вара тĕттĕм хĕрлĕ тĕслĕ тимĕрпе витсе пĕтереççĕ. Ĕç вĕресе кăна тăрать хăш-пĕр çуртсен тăррисенче. Асфальтлă сарлака çулăн сылтăм енчи виçĕ çурт тĕлĕнче те çынсем хĕвĕшеççĕ.
“Ылтăн тĕлне пулман пулĕ те тăвайсем? Темиçе çурт харăс юсаса çĕнетме пуçăннă?” – шÿтлесе тĕпчетĕп эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Ю.Васильевран.
–Çук, – кулса илчĕ Юрий Егорович. –Район центрĕнчи икĕ-виçĕ хутлă çуртсене кивĕ, сÿрĕк сăн çапнине ĕçлеме килсенех асăрханăччĕ. Чăваш республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьевпа тĕл пулса калаçнăччĕ Тăвайри нумай хваттерлĕ çуртсен шăпи пирки. Çакăн хыççăн 13 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрса пачĕç.
Çĕнетÿпе улшăнусем пулкаласах тăраççĕ-ха ялта. Шкул, ĕне вити, сĕте ĕçлесе хатĕрлекен цех, физкультурăпа спорт комплексĕ, энергетиксен юсавпа эксплуатаци бази, “Электросеть” тулли мар яваплăхлă общество çурчĕ тата ытти объектсем çĕкленчĕç юлашки çулсенче. Пурăнмалли çуртсене юсаса-çĕнетнине вара, Тăвай ялĕнче 27 çул ĕçлесе те, асăрхасах кайман. Июльте редакципе юнашар вырнаçнă кивĕ çуртсене çутă сарă тĕспе сăрланинчен пуçланчĕ пулас асăннă пысăк калăпăшлă ĕç. “Хĕвел тухнă пекех туйăнать”, – тесе шухăшласа иртетĕп халь кашнинче вĕсем çине пăхса.
Çуртсен тăррисене çĕнетме кăмăллакансем тупас тĕллевпе конкурс йĕркеленĕ хыççăн пăр тапраннă çапла Тăвайра. Асăннă ĕçсене тума ООО СК “Хорс”, ООО “Стройсантех”, ООО “СК” Стройэффект” тата хамăр районти “МСО Янтиковская” общество килĕшÿ тунă.
–Паянхи кун Тăвай енри сакăр çуртра строительсем вăй хураççĕ. Ленин проспектĕнчи 10, 12, 33, 35, 37, 46-мĕш çуртсенче хĕрÿ ĕç пырать. 31-мĕш тата Ленин урамĕнчи 50-мĕш çуртсенче тумалли нумай юлман.
Кунсăр пуçне район центрĕнчи Ленин проспектĕнчи 4 тата 39-мĕш, Строительнăй урамри 3-мĕш çуртсенче электроэнерги вăйĕпе хутса ăшăтмалла тăваççĕ. Ку çуртсенчи электросистемăна Канашри ООО “Стройэнергомонтаж” работникĕсем улăштараççĕ. Хваттерсенчи ĕçсене вара хуçисен хăйсен пурнăçлама тивет. 39-мĕш çуртра ку ĕç çак кунсенче вĕçленет, тепĕр икĕ объектĕнче те хăйсен тĕллевĕсене хăвăрт пурнăçласшăн канашсем. Çак пысăк калăпăшлă ĕçсем ноябрь уйăхĕнче вĕçленмелле. Тепĕр икĕ çуртăн тăррисене çĕнетекенсем тупассипе конкурс юпа уйăхĕн 19-мĕшĕччен пырать.
Çакна та палăртса хăварас килет. “УК “Янтиковская” общество та ахаль лармасть. Çуртсенчи подъездсен алăкĕсене улăштаратпăр хамăр укçа-тенкĕпе. 15 алăк лартнă, тепĕр 10 яхăн вырнаçтармалла. Сăмах май кăна каласа хăваратăп, больница, ача сачĕсен, шкул, нумай хваттерлĕ çуртсене эпир республикăра чи малтан ăшă янă, тесен те йăнăш мар, – кĕскен паллаштарчĕ “УК Янтиковская” обществăн генеральнăй директорĕ Ю.Ефимов.
–Илтни – пĕрре, хăв куçпа курни тата лайăхрах,– теççĕ ватăсем. Ĕçтешпе пĕрле строительсен хавхаланăвĕпе çывăхрах паллашма çула тухрăмăр. Ялти чи кивĕ çуртсем еплерех илемленсе пынипе интересленме шухăшларăмăр. Ленин проспектĕнчи 10-мĕш çурта тул енчен штукатурка тума пуçланине вулакансене пĕлтернĕччĕ. Урам енчи лаптăка вĕçленĕ хĕрарăмсем, картиш енчине штукатурка тума хатĕрленетчĕç. “МСО Янтиковская” общество работникĕсем – З.Николаева, Г.Никитина, В.Редькова, Н.Ильина – тăрăшаççĕ çăмăл мар ĕçре. Сивĕ çил вĕретчĕ пулин те, хаваслăччĕ хайхискерсем. “Юратнă ĕç кăмăла çĕклет”, – теççĕ чиперккесем. И.Барабанов водитель растворпа тивĕçтерет иккен вĕсене, тепĕр çуртрисем валли хăмасем турттарать. Р.Егоров механикпе В.Смирнов моторист та харпăр хăй ĕçне лайăх пĕлеççĕ. Директор çумĕ Н.Григорьев кунти ĕçсене йĕркелесе тăрать.
–Пире те ÿкерĕр, – йыхăраççĕ Ленин проспектĕнчи вун иккĕмĕш çурт тăрринчи ООО СК “Хорс” работникĕсем.
–Çакăнтанах-и? – тĕпчет ĕçтешĕм.
–Улăхайратăр-и-ха кунта, – шÿтлеççĕ строительсем.
Ĕçтешĕмрен юлмарăм эпĕ те. Журналистăн хăй куçĕпе çывăхран курманни пулмалла мар. Мĕн тетĕр? Улăхрăмах. Çÿлтен Тăвай ялĕ нумай сăнлă курăнать, (пуç çаврăннипе аптăракансене çавнашкал çÿле улăхма сĕнместĕп). Я.Кудряшов, Г. Иванов, С.Ефимов, С.Краснов, С.Васильев, А.Кудряшов хăмасем çапатчĕç.
–Аялти урамри 50-мĕш çуртра ĕçлерĕмĕр малтан. Халь иккĕмĕш кун кунта тимлетпĕр, çанталăк кансĕрлемесен хăвăрт вĕçлетпĕр,– пĕлтерчĕç юсавçăсем. Урăх чăрмантармарăмăр вĕсене, икĕ хутлă çурт тăрринчен васкамасăр антăмăр.
Çывхарса килекен сивĕ кунсем тăвайсен пысăк калăпăшлă ĕçне вăхăтра вĕçлеме ан чăрмантарччăрах

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика