Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи ярмăркка çынсене савăнтарчĕ

09 октября 2012 г.

Юпа уйăхĕн улттăмĕш кунĕнче, шăмат кун, Тăвайри культурăпа кану центрĕ умĕнче ирех çынсем хĕвĕшме пуçларĕç. Пĕрисем тимĕр конструкцисемпе çÿллĕлетнĕ сценăна илемлетеççĕ, теприсем суту-илÿ тума меллĕ вырăн шыраççĕ. Кĕçех хаваслă кĕвĕ илтĕнме пуçларĕ, пурне те кĕрхи уява йыхăрчĕ. Çанталăкĕ çумăрсăр пулчĕ, районта пурăнакансен кăмăлне пăсмарĕ.
Кăçал кĕрхи ярмăрккана çын нумай пухăннă. Кашнин хăйĕн тĕллевĕ. Чĕрĕ пулă илсе çиес шухăшлисем те пур, харпăр хăй пахчине тепĕр тĕрлĕ хунавпа пуянлатас тĕллевлисем те, виççĕмĕшсем “Тăвайри кооператив” потребобщество сĕнекен техĕмлĕ шăршăллă шашлăка, çăкăрпа булка изделийĕсене, тĕрлĕ тортсемпе тутлă япаласене тутанса пăхасшăн. “Акконд-агро фирма” общество пăрçа, тулă, сĕлĕ, урпа, вика, люцерна вăрри, тислĕк туянма сĕнет çынсене. Куславккасем хăйсем те килнĕ пулă сутма, “Тăвайри кооператив” потребобщество та илсе килнĕ. Тăрмăшри Н.Петрова, Л.Шакина, Петрпа Владимир Николаевсем кашни çулах çынсене хăйсен таварĕсемпе савăнтараççĕ. О.Кузьмина (Тăвай) кăçал районта чи пысăк кавăн çитĕнтернĕ пулĕ, М.Соркина (Çĕнçырма) хăй çитĕнтернĕ пахча çимĕç, сĕт, чечек вăррисем сутать. Енĕш Нăрвашри Г.Ефимов районта пурăнакансен урисем хĕлле ан шăнччăр тесе тимленĕ, кăçатăсем пусса тухнă. Т.Григорьева (Ураскасси), Л.Григорьева (Тăвай), Маринăпа Анатолий Красновсем (Çăлпуç), Ю.Филиппов (Çĕнĕ Пуянкасси), А.Михайлов (Улянкă) тата ыттисем те харпăр хăй пултарулăхне-ĕçченлĕхне кăтартма тухнă ярмăрккана. Пĕрисем купăста сĕнеççĕ, теприсем – хĕрлĕ кăшман, пыл туса илнисем те пур. Пурне те асăнаймарăм та пулĕ. Ан кÿренччĕр вĕсем.
“Тăвайри общепит” тулли мар яваплăхлă общество ĕçченĕсем пирки уйрăммăн палăртса хăварас килет. Чăннипех те маттур хĕрарăмсем, торт, пирожнăй тата ытти тутлă япаласем пысăк сĕтел тулли тунă вĕсем, пĕлтĕрхинчен те нумайрах. Ячĕсем мĕнлисем кăна çук пуль – “Подсолнух”, “Кленовый лист”, “Урожай”, “Овощная лавка”, “Дружная семейка”, пурне те асăнса та пĕтереймĕпĕр. Маттур, кондитер цехĕнче тăрăшакан С.Лашманова тата ăна пулăшакансем.
Уйрăм çынсен сутуçисем те хавхалануллă пулчĕç ярмăрккара. Куславккаран – пулă, Патăрьел питомникĕнчен тата ытти çĕртен хунавсем, чечексем сутма килнĕ.
Районти ял тăрăхĕсем “Кĕр парнисем” курав йĕркеленĕ. Мĕн кăна усă курман пулĕ ял çыннисем хăйсен япалисене тунă чухне. Куравра мала тухнисене те палăртрĕ кайран комисси.
Юрлама-ташлама кĕршесем, тĕмерсем, тушкилсем, нăрвашсем, ишпуçсем, тăрмăшсем, ача—пăча искусствин шкулне çÿрекенсем, тăвайсем хаваспах хутшăнчĕç.
Кĕркунне (Н.Иванова) район администрацийĕн пуçлăхне Ю.Васильева çĕнĕ тухăçран пĕçернĕ çавра çăкăра пуçлама сĕнчĕ кĕçех. Юрий Егорович вара сцена çине улăхрĕ. Вăл пухăннисене иртнĕ е çывхаракан уявсемпе саламларĕ, кĕрхи ярмарккăра пурне те лайăх канма сĕнчĕ. Çакăн хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ çамрăк çемьесене виççĕмĕш ача çуратнăшăн регионти амăшĕн капиталне илмелли свидетельствăсем пачĕ.
Патшан ялан макăракан хĕрне култарас тесе мĕн кăна туса пăхмарĕç пулĕ вырăнти артистсем? Юрларĕç, ташларĕç пурте пĕрле, юлашкинчен аран ахăлтатса кулса ячĕ пике. Концерт программи нумая тăсăлчĕ, çынсем икĕ-виçĕ сехетсĕр те саланмарĕç пулĕ ярмăрккаран. Кĕрхи уяв пурне те килĕшрĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика