09 октября 2012 г.
"Ял ĕçченĕ” хаçатăн сентябрĕн 25-мĕшĕнчи номерĕнче “Урамри çутă” статья пичетленсе тухнă. Автор, чăнах та, кирлĕ ыйту хускатнă. Эпĕ унпа килĕшетĕп. Кĕркуннехи каçсенче çутă кирлех çав. Çапах та ăна виçесĕр çутса тăма та йывăр. Уншăн укçа тÿлемелле. Статья авторĕ çакна, паллах, пĕлмест мар. Çавăнпах бюджетра пуçтарăнакан укçана пĕтĕмпех урамсене çутатса тăма уйăрмашкăн ниепле те май килмест. Ун пек тусан эпир ытти нумай ĕçе пурнăçлаймастпăр. Çаксен шутне урамсене çÿп-çапран тасатасси, çулсене юсав тăвасси, хĕллехи кунсенче юртан тасатасси те кĕрет. Çав вăхăтрах çутă тытăмне те пăхса тăмалла.
Çаксене тата статьяра çырнине шута илсе, эпир урамсенче çутă çутас графике май килнĕ таран йĕркелеме тăрăшатпăр. Тăвай ял тăрăхĕнче паянхи куна 19 сехетрен 22 сехетчен çутă çунать, район центрĕнчи Ленин урамĕпе проспектĕнче – 23 сехетчен. Çывăх вăхăтрах ирсерен те çутма тивет.
Тата тепĕр çивĕч ыйту вăл – Тăвай ялĕн аялти пайĕнче пурăнакансене шывпа тивĕçтересси. Кăçалхи çу кунĕсенче çак енĕпе чылай ĕç туса ирттертĕмĕр. Юхтаракан шыв колонкисене тĕрĕслесе йĕркелерĕмĕр, шыв пăрăхĕ башня çумĕнче татăк пулнă – ăна юсарăмăр; башня тĕпĕ шалтан çĕрнĕ – ăна тимĕр листипе шăратса çыпăçтарса çĕнетрĕмĕр; шыв уçлакан насуса улăштартăмăр; башня шывпа тулсан чарăнма автоматика лартрăмăр. Çак ĕçсене тума чылай укçа тăкаклама тиврĕ. Халĕ шывпа тивĕçтересси йĕркеленсе çитрĕ. Анчах тепĕр ыйту – шывпа усă курнăшăн пурте укçа тÿлеменни хытах пăшăрхантарать. Хăш-пĕр çемьесенче 4–5 çын шывпа усă курать, анчах пуриншĕн те тÿлемеççĕ, çавăн пекех выльăхсене ĕçтернĕшĕн те. Саккунпа килĕшÿллĕн, шывпа усă куракансен шыв хуçалăхне хăйсен шутĕнчен тытса тăмалла. Пирĕн паянлăха шывшăн пуçтарăнакан укçа электроэнергишĕн тÿлеме те çитмест.
Паянхи куна энергетиксен умĕнче чылаях парăм пур, пурте йĕркеллĕ тÿлесе пырсан, çав парăмран тухмалла. Çавăнпа шывпа усă куракансене лару-тăрăва, йĕркене тĕрĕс ăнланма ыйтатпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"