Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача-пăча валли площадка

03 июля 2012 г.

Харпăр хăй ялне камăн ырă тăвас, лайăх курас килмест ĕнтĕ? Чÿкçырми ялĕнче те акă капмар, илемлĕ, хăтлă çурт-йĕрсем куçа курăнаççĕ. Тăррисене те ĕлĕкхи пек витĕсемпе мар, ытларах профнастилпа, оцинковкăпа, тимĕр черепицăпа витеççĕ. Стенисене тĕрлĕ йышши кирпĕчрен, керамблоксенчен хăпартаççĕ, сайдингпа сăраççĕ. Çуртсене ытларахăшĕ çут çанталăк газĕпе ăшăтать. Хăш-пĕр çыннăн килтех сивĕ тата ăшă шыв пур, пÿртрен канализаци тухать. Анчах çав вăхăтрах Чÿкçырмине шкул енчен америка вĕрени, ытти йывăç-тĕм хупăрласа илсе, пусахласа пырать. Ку лайăх-ши?
Кусем сăмах майăн пулчĕç-ха. Эпĕ ачасем валли тума тытăннă площадка пирки сăмах тытасшăнччĕ-ха. Ăна Чÿкçырмине Тăвай ялĕ енчен тÿртен пырса кĕнĕ çĕрте, ирĕклĕ те пушă, çеремлĕ вырăнта тума тытăннă. Йĕри-тавра паляскăпа карта çавăрсах йĕркелеççĕ. Çак вырăнта пурăнакан Василий Иванович Ивановпа Филипп Васильевич Михайлов каланă тăрăх, ку ĕçе хăйсемсĕр пуçне Алексеевсем (Сăрнай), Биктимировсем, Емельяновсем, Леонтьевсем, Федоровсем явăçнă. Укçа-тенкĕ, материалсем çитсе пыман пирки хальлĕхе площадка картине йĕри-тавра пĕтĕмпех çавăрса çитерейменччĕ-ха. Площадкăн шал тата тулаш енĕсене ача-пăчашăн усăллă слива, чие, хурлăхан тĕмĕсем тата çăкапа хурăн лартнă. Площадкăна сĕтел-пукансем вырнаçтарнă. Пуканĕсем тирексемпе хурăнран хыçлă касса тунăскерсем. Малашне ачасем валли чуччу, ярăнчăк, карусель пекки туса парас шухăшпа хĕмленеççĕ площадкăна никĕслекенсем. Хăйăр вырăнĕ те пулĕ выляма. Филипп Васильевич навес тума та ĕмĕтленет. Хăй ăста, алли ылтăн. Ача-пăча площадки тăвакансене Тăвай ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Н.Васильев вăй çитнĕ таран пулăшма шантарнă, теççĕ. Ырламалла ĕнтĕ çакна.
Çамрăксен кунĕнче вара каç пулса пынă вăхăтра ялти çамрăксем пухăннăччĕ кунта. Юрă-кĕвĕ янăратчĕ. Паллах, ачисемпе пĕрле вĕсен ашшĕ-амăшĕ те канма пултарĕ площадкăра е пĕчĕк ачисене илсе çÿрĕ чуччупа ярăнтарма.
Ырă пуçару ырă кÿрессе шанăпăр теççĕ хăйсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика