Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяса пурăнасчĕ

14 июня 2012 г.

Халăхăн уйрăм пайĕ ĕçлеме манса пынăран çынсенчен хăшĕ-пĕри тасалăхпа тасамарлăха та уйăрайми пулчĕ пулас.
Урамсем пирки каламăпăр, вĕсене май килнĕ таран тасатнă-ха. Вырăн-вырăнпа е çул хĕррисенче хыт хура, талпиçен, эрĕмпе вĕлтĕрен вăрман пек кашласа ларать, çава та касмасть кивĕ курăксене. Вĕсенчен мĕнле хăтăлмалла-ха; Ку çеç те мар. Яла икĕ контейнер лартса панă. Вĕсем пушатнă хыççăн тепĕр виçĕ-тăватă кунран каллех тулса лараççĕ. Мĕн кăна тултармаççĕ унта: çĕр улми аври, купăста çулçи, хăрнă туратсем... Контейнерсене вĕт-ха йăлари хытă каяшсем валли лартса панă. Пушă кĕленчесене унта вырнаçтарма юрать. Анчах тем те пĕр мар. Контейнерсене пушатнăшăн, пăхса тăнăшăн ял поселенийĕсен коммуналлă хуçалăх предприятине укçа тÿлемелле. Пĕтĕм укçана контейнерсемпе пĕтерес çук вĕт-ха. Çавăнпа халăхăн ăнланма тăрăшмалла. Халĕ мĕн пур ăпăр-тапăрпа тултарса лартатпăр та шутлă контейнерсене, унти хĕвел çаврăнăш вăррин, ăшаланă çĕр улмин, конфетсемпе печенисен, мороженăйсен хучĕсене çил ачисем пикенсех урамсем тăрăх унталла та кунталла сапалаççĕ. Çавăнпа тепĕр чухне урамсене тасатни те усси çукрах пек туйăнать.
Мĕншĕн ашшĕ-амăшĕн харпăр хăй ачисене çÿп-çапа, тĕрлĕ чипсы, конфет хучĕсене ăçта килнĕ унта пăрахма юраманни çинчен ăнлантарса памалла маар; Урам нихăçан та хăй тĕллĕн çавăн пек вараланмасть. Кил-çуртри вĕçекен çăмăл япаласене михĕсене тултарса тата çăварне çыхса контейнерсем çумне лартса хума та пулать. Çул хĕррисене, урамсене тасалăха ăнланма пултарайман чунсăр çынсен çеç сумран кăларма хăюлăх çитет пуль. Хăшĕ-пĕри такăнса иртсе кайсан та тасамарлăха курмăш пулать.
Акă Çăлпуçĕнчех, ялпа техника паркĕ хушшинчи çул хĕрринче, мĕн чухлĕ эрех кĕленчи япăхса выртать – эрех заводĕнче те ун чухлĕ çук пулĕ. Çăлпуç халăхĕ унпа райпо планне хăех тултарма пултарать. Родник, Николаев урамĕсенче пурăнакансем ытларах хуçаланаççĕ кунти вырăнпа. Тен, ыттисем те хутшăннă. Кирек епле пулсан та, хамăрăн ята яратпăр иртен-çÿрен умĕнче. Ара, маршрутлă автобус та, çăмăл машинăсем те çÿреççĕ-çке ял витĕр.
Тасарах та типтерлĕрех пурăнма тăрăшасчĕ малашне.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика