Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яла килекен çамрăксене хавхалантараççĕ.

22 мая 2012 г.

 

Яллă район больницисенче юлашки çулсенче врачсен кадрĕсем çителĕксĕрри палăрма тытăнчĕ. Çавăнпа Раççей Правительстви пуçарнипе “Земство тухтăрĕ” программа йышăнчĕç. “Раççей Федерацийĕнчи обязательнăй медицина страхованийĕ çинчен” федераллă законпа килĕшÿллĕн яллă вырăнта ĕçлеме кăмăл пур, 35 çултан аслă мар врачсене 1 миллион тенкĕ укçа парса хавхалантараççĕ. Республика пуçлăхĕ М.Игнатьев та республикăри ялсенчи сывлăх сыхлав учрежденийĕсене медицина кадрĕсемпе тивĕçтересси пирки Указ кăларчĕ.
Çапла вара ялта ĕçлеме кăмăл тунă çамрăк врач алла харăс 1 млн. тенкĕ илнисĕр пуçне республика бюджетĕнчен паракан социаллă пулăшупа та усă курать. Ăна çурт-йĕр çавăрма е хваттер туянма 10 çуллăха ипотека кредичĕ параççĕ. Кредитшăн тÿлесе пымалли суммăн 4 процентне республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Процент ставкине чакарни çамрăк специалиста çăмăллăнах кредитпа усă курма май парать. Калăпăр, ялта ĕçлекен медицина специалисчĕн ипотека кредичĕн парăмне çуллен 11,5–12,5 процент чухлĕ тÿлесе пымалла пулсан, республика бюджетĕнчен саплаштарнине пула вăл 7,5–8,5 процент кăна тÿлет.
Унсăр пуçне, Указ ЧР Министрсен Кабинетне сывлăх ĕçченĕсен хваттер условийĕсене лайăхлатассипе мерăсем йышăнма хушать. Ку вăл “2002–2015 çулсенче çамрăк çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси” республика программи, “Чăваш Республикинче ялсен 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” тĕллевлĕ программа тата ыт.те. Вĕсемпе килĕшÿллĕн ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсем бюджет шутĕнчен йÿнĕрех хакпа хваттер е çурт-йĕр туянма пултараççĕ.
Паянхи куна 1 млн. тенкĕлĕх сертификатпа Тăвайри тĕп больницăн Н.П.Сергеева врач терапевчĕ тата В.Н.Алексеева врач педиатр усă курчĕç.


 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика