Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Неофитова – “Çулталăк вĕрентекенĕ”

13 апреля 2012 г.

Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче районта “Çулталăк вĕрентекенĕ – 2012” професси ăсталăхĕн конкурсĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – творчествăлла ĕçлекен, талантлă педагогсене палăртасси, вĕсене хавхалантарасси тата малтисен опытне сарасси.
Конкурс пынă вăхăтра учительсем хăйсен ĕçтешĕсем валли семинарсем ирттернĕ, çĕнĕ технологисемпе уроксем йĕркеленĕ, вĕренекенсемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарнă. Жюри пĕтĕмлетÿ тунă чух çавăн пекех вĕрентÿпе методика çĕнĕлĕхĕсемпе, автор хăй хатĕрленĕ ĕçсемпе мĕнле усă курнине те шута илнĕ.
Çĕнтерÿшĕн 3 шкултан 4 вĕрентекен кĕрешнĕ: Елена Геннадьевна Бахмутова (Мучар), Наталия Николаевна Васильевапа Наталия Николаевна Неофитова (иккĕшĕ те Тăвай шкулĕнчен) тата Елена Семеновна Емельянова (Тушкил).
“Çулталăк вĕрентекенĕ” ята Тăвайри вăтам шкулти информатика учителĕ Н.Неофитова çĕнсе илнĕ. Конкурса хутшăннисене диплом парса чысланă.
Наталия Николаевна ака уйăхĕн 25–27-мĕшĕсенче иртекен республикăри тупăшура район чысне хÿтĕлĕ.
Ăнăçу сунатпăр Тăвай шкулĕнчи маттур вĕрентекене!
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика