Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тасалăхпа илем хамăршăн.

13 апреля 2012 г.

Тавралăх тирпейлĕ те илемлĕ пулни кирек каммăнне те кăмăлне çĕклет. Акă район центрĕнчи ача-пăча кану паркĕнче юр кайса пĕтмен-ха, пĕчĕккисен хавас сасси вара илтĕнме пуçларĕ. Садикрен ушкăнпа уçăлма тухнисем те кунта килеççĕ. Хĕллехи сивĕсем хыççăн ача-пăча уçă сывлăша туртăнать мар-и? Вĕсене кунта, çут çанталăк ытамĕнче, савăк. Йĕри-тавра йывăçсем, уçланкăсенче юмахри евĕр пĕчĕк çуртсем, ярăнса анмалли тăвайкки, ун çине хăпармалли пусмасем. Иртнĕ çул кăна хута кайрĕ парк, çавах та ачасен чи юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Асламăшĕ-кукамăшĕсене парка ертсе килеççĕ мăнукĕсем. Вĕсене уçăлса çÿреме плиткăсем сарса тротуарсем туса панă, пĕчĕкскерсем вылянă хушăра ларса канма саксем пур. Ÿркенмесен, тăрăшсан тем те тума пулать çав.
Тăвай ялĕ, район центрĕ юлашки вăхăтра чылай илемленчĕç, уйрăмах Ленин проспекчĕ тасарах курăнма пуçларĕ. Çакна иртен-çÿрен асăрхатех ĕнтĕ. Юсав хыççăн нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисем капăрланчĕç, çурчĕсем те сумлăрах курăнма тытăнчĕç. Обществăлла вырăнсенче, çуртсем умĕнче чечек клумбисем нумайланчĕç. Субботниксем, тасалăх кунĕсем тăтăшрах ирттерме тытăнчĕç. Ырă пулăма кашни ялтах сарасчĕ. Тасалăх, илем хамăртан килнине, хамăршăн пулнине кашни çын, кашни ача ăнлантăр, вăл юнра пултăр. Çакă тăвайсен экологи культурине çÿллĕрех шая çĕклетĕр.
Халĕ тавралăх юртан пушанса пырать. Çитес кунсенчен çанталăк палăрмалла ăшăтĕ, сукмаксем типĕç, ешĕл курăк тапса тухĕ. Тавралăх типессе кĕтсе лармалла мар, юр айĕнчен тухнă çÿп-çапа, целлофан хутаçсемпе пакетсене, патак-шатака, хут таткисене çак кунсенчех пуçтармалла. Ялсенчи палăксем тавра юра салатмалла, вĕсене юсаса сăрламалла, умне чечек клумбисем тумалла. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ те инçе мар вĕт.
Тавралăха тирпей-илем, хăтлăх кÿрес ыйтусемпе район центрĕнче иртнĕ çул районти потребительсен обществи, “Дорстрой”, ДЮСШ, “Чăвашпичет” киоскĕ, тĕп больница, вăтам шкул, райадминистраци, почта уйрăмĕ, ЛТЦ тата ытти ĕç коллективĕсем ырă тĕслĕх кăтартнăччĕ. Лайăххи ан манăçтăр, ÿлĕм те çирĕпленсех пытăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика