Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр алла-аллăн

23 августа 2011 г.

Чÿкçырминчи Матвеевсем ялта кăна мар, районта та ятлă-сумлă, кăмăлçах çынсем. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» паллăна тивĕçнĕ. Ĕмрипех халăх хушшинче ĕçленĕрен те-и, çынпа сăмах ваклама ÿркенмеççĕ.

Кил хуçи Александр Матвеевич 38 çул водительте тăрăшнă: райпора, çул-йĕр участокĕнче, “Сельхозтехника” пĕрлешĕвĕнче. II класлă водитель пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕнчен пенсие тухрĕ. Сахал мар Хисеп грамоти парса, тав туса хавхалантарнă тÿрĕ кăмăллă ĕçчене. Ĕç кĕнекине çырăнни кăна мĕн чухлĕ! Машина рульне паян кун та алăран ямасть. Ăçта та пулин каймалла пулсан, хăйĕн ГАЗ-69 чĕртсе тухать. Шÿтлеме ухата. Мăшăрĕ Сима Ивановна автозаправщица, райпора ревизор, хатĕрлевçĕ пулнă.

Çак уйăх пуçламăшĕнче Сима Ивановнапа Александр Матвеевич мăшăрланнăранпа 50 çул çитрĕ. Çур ĕмĕр алла-аллăн тытăнса пурнăç çулĕпе туслăн утаççĕ Матвеевсем. Виçĕ хĕр пăхса çитĕнтерчĕç вĕсем. Виççĕшĕ те çемьеллĕ. Ирина Çĕнĕ Шупашкар хулинче ача садĕнче воспитательницăра тăрăшать. Эльвира – Шупашкарта, экономиста вĕреннĕ. Лариса Мари Эл республикинче пурăнать. Вăл Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă, ун хыççăн Атăлçи çар округĕ янипе Новокуйбышевскри çар медицини енĕпе тепĕр 2 çул вĕреннĕ, терапевт, медицина службин майорĕ. Ашшĕпе амăшĕ ылтăн туй ирттерсе чăрманасшăн та марччĕ, анчах хĕрĕсем çине тăчĕç, хамăр пулăшатпăр, терĕç. Çемье уявĕ пĕтĕм тăван-пĕтене пуçтарчĕ. Нумай ырă сăмах каларĕç, ылтăн туйпа саламларĕç вĕсене, вăрăм та сывлăхлă кун-çул сунчĕç, парнесемпе чечексем пачĕç.

–Тăвансемпе, ял-йышпа кăмăлтан хутшăнни, пĕр-пĕрне хисеплесе, пулăшса пурăнни темрен те паха, – тет Александр Матвеевич.

Чăн сăмахăн суйи çук. Тăванлăх туйăмĕ пурăнма, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать, чуна ăшăтать, пурнăç пĕлтерĕшне ÿстерет.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика