Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемьере телей хуçаланать

26 августа 2011 г.

Пĕчĕк çынпа пысăкки утаççĕ картишĕнче. Асли 45 çулсенелле çитнĕ пуль, кĕçĕнни виççĕре кăна тен. Ăшшăн калаçса пынинчен вĕсем ашшĕпе ывăлĕ пулнине пĕлме пулать. Пысăкки тулли витрепе, пĕчĕкки ăна пулăшасшăн тăрмашать. “Атте, эпĕ йăтам-ха, эпĕ вăйлă”, – чĕвĕлтетет витререн кăштах кăна çÿллĕрех ача.

–Йывăр-ха ку, Артем. Санăн ăна йăтакан пуличчен нумай ÿсмелле, – тет арçын.

–Эпĕ халĕ те пысăк, виççĕре.

–Сан пеккисем валли хитререххи пур, аннÿрен кайса ил-ха, – малалла ăнлантарать ывăлне ашшĕ ăшшăн кулса. Пепки пĕчĕклех ĕç çумне çыпăçасшăн пулнипе кăмăллă ĕнтĕ вăл. Арçын ача килнелле тĕпĕртеттерсе кĕрсе кайса самантрах тухрĕ. “Атте, акă, тупрăм витре, халь эпĕ те йăтатăп!” – хăй хĕпĕртенине пытараймасть пĕчĕкскер. Ашшĕ тавра, тăпăрт-тăпăрт сиксе, çаврăнать. Çывăх çыннисем кайнă еннелле çÿçне тирпейлĕ пуçтарса çыхнă хĕрарăм утса кайрĕ кĕçех. Ачан амăшĕ ĕнтĕ. Çемье выльăх-чĕрлĕхне апатлама васкарĕ ахăртнех.

Тăвай ялĕнчи Кооперативнăй урамра пурăнакан Хвостовсем пирки пырать-ха сăмах. Тĕмерти туслă мăшăрăн, Василий Ивановичпа Елизавета Петровнан, аслă ывăлĕ йăва çавăрнă асăннă урамри çĕнĕ çуртра, виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте. Игорь Васильевич тесе хисеплетпĕр эпир ăна. Çын хушшинче çын пек пулма, ваттипе – ватăлла, ачапа ачалла калаçма пĕлет вăл. Пулăшу ыйтакана яланах аллине пама хатĕр çемье пуçĕ.

–Аттепе анне пире кÿршĕсемпе, ял-йышпа пĕрле пурăнма вĕрентсе ÿстернĕ. Василий Иванович тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Аллинче пуртă выляса кăна тăратчĕ, вăл ĕçленине сăнама юрататтăм. Анне, Елизавета Петровна нумай çул фермăра тăрмашнă, – сăмах çăмхине сÿтме пуçларĕ умра ларакан арçын.

Ялти шкултан вăтам пĕлÿ илсе тухнă хыççăн каччă строитель пулма тĕллев тытать. Хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама Шупашкарти аслă шкул алăкне уçать, строительнăй факультета вĕренме кĕме заявлени парать ентешĕмĕр.

–Пĕрремĕш курс пĕтернĕ хыççăн салтак атти тăхăнмалла пулчĕ. Çав вăхăтра Афганистанра вăрçă пыратчĕ. Шăпа мана унта илсе çитерчĕ. Афганистанра пулнă çыннăн кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ мĕнле пулнине пĕлеççĕ ĕнтĕ пурте. Мĕн курса-тÿссе ирттернине тепĕр хут хускатса вулакансен чунĕсене ыраттарас килмест. Шел, унта та кунта халĕ те перкелешÿсем пыраççĕ-ха. Пирĕн ачасен вăрçă мĕннине курмалла ан пултăрччĕ, – иртнине куçĕ умне кăларса калаçăвне тăсать Игорь Васильевич.

Аслă пĕлÿллĕ инженер-строитель пулса тăрсан ăна тăван ене ĕçлеме яраççĕ. “Тăвайри МСО” обществăра хаваспах йышăнаççĕ Тĕмер каччине. Ĕç çулне вăл каменщик тивĕçĕсенчен пуçлать, кирпĕч хыççăн кирпĕч хурать, хăй ĕмĕтленни пурнăçланнăшĕн хĕпĕртесе тăрăшать. Каярахпа харсăрскере мастер ĕçне шанаççĕ. Вунă çул ытла ĕçлет вăл çурт хăпартас енĕпе. Тĕрлĕ Хисеп грамотипе премие пĕр хутчен кăна мар тивĕçлĕ пулнă. “Эпир тунă объектсем районта та, республикăра та, унăн тулашĕнче те пур. Çулсем иртнĕ май сăнатăп та вĕсене, кăмăл-туйăм çĕкленет. Палăксем пек мăнаçлăн лараççĕ вĕсем, эпир тÿпе хывнипе çĕкленнĕ çуртсем”, – хăйĕн шухăшне пĕлтерет И.Хвостов.

Асăннă коллективра вăл хăйĕн пурнăçĕн телейне тупать. Улянкă ялĕнчи чиперккене куç хывать. Светлана Владимировна Хусанти индустрипе педагогика техникумĕнче ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн асăннă хулари пĕр училищĕре мастерта ĕçленĕ малтан. Тăван ен хăй еннеллех туртнă хĕре. Района таврăннă каярахпа. “Тăвайри МСОра” малалла тăснă ĕç çулне. Хăйсен туйăмĕ çирĕпленсе çитсен мăшăрланнă çамрăксем. Çулсем иртнĕ май виçĕ ача кун çути курнă. Славик, Владик, Артем ятлă панă Хвостовсем ывăлĕсене.

Шăллĕсене, юлташĕсене яланах ырă тĕслĕх кăтартатчĕ асли. Тăвайри вăтам шкулти кадет класĕнчен кĕмĕл медальпе вĕренсе тухрĕ пĕлтĕр, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем предметпа республикăри олимпиадăна хутшăнса иккĕмĕш вырăна тухнăччĕ Славик. Çар çынни пулма хатĕрленекенсем хушшинче те маххă памарĕ кÿршĕ. “Чăваш енĕн чи лайăх командирĕ” ята тивĕçлĕ пулчĕ вĕренекен. Алла аттестат илнĕ хыççăн Калининград хулине çул тытрĕ вăл. Унти аслă шкулта çар вăрттăнлăхĕсене вĕренет халь. Пĕрремĕш курса лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн тăван ялта каникулта халь курсант.

–Çĕр-шыва хÿтĕлекен пуласси – кашни арçыннăн пархатарлă тивĕçĕ. Анчах пурте юрăхлă пулаймаççĕ çак хисепе. Чылайăшĕн сывлăхĕ начар пулнипе пурнăçланаймасть ĕмĕчĕ. Мана унта килĕшет. Ку енĕпе шкулта вĕренни чылай пулăшать. Шел, чаçре чăвашсем сахалтарах. Çар çынни пулас тесен физкультурăпа, спортпа çывăх туслашмалла, лайăх вĕренмелле, – хаваспа калаçăва хутшăнчĕ çамрăк ентешĕмĕр.

Институтра та отделени командирĕн тивĕçĕсене шанса панă иккен Славике. Çак кунсенче кану кунĕсене вĕçлесе малалла вĕренме пуçлать вăл. Ăнăçусем сунар ăна.

Хвостовсен вăталăх ывăлĕ те пиччĕшĕ пекех маттур. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вунпĕрмĕш класра пĕлÿ пухма пуçлать Владик. Çитес çул патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытмалла пулать унăн. Çак тĕрĕслевсем витĕр лайăх тухас тĕллевпе тăрăшса вĕренет вăл.

Пĕчĕк Артем пĕр уйăх каялла кăна виççĕ тултарчĕ. Килте ларасшăн мар ача. Юлташĕсемпе картишĕнче вылять, велосипечĕпе ярăнать, аслăраххисемпе пĕрле мечĕк хыççăн хăвалама та пултарать. “Эпĕ салтак пулатăп”, – тет мăнаçланса пĕчĕкскер. Тăвай ялĕнчи виççĕмĕш номерлĕ ача садне çÿрет Артем. Çемйине амăшĕн капиталĕпе тивĕçтернĕ арçын ача кунсерен ÿсет.

–Амăшĕн капиталне ăçта ярасси пирки шухăшламан-ха. Тен, тепĕр ывăлне вĕрентме кирлĕ пулĕ, – ман ыйту çине кĕскен хуравларĕ ачисем туслăн калаçса ларнине сăнаса тăракан хĕрарăм.

...Пенси фончĕн районти управленийĕн пуçлăхĕ Л.Яковлева каланă тăрăх амăшĕн капиталĕн сертификатне 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнченпе районта 460 çемье илнĕ. Ку укçа-тенке ытларах пурăнмалли условисене лайăхлатма яраççĕ. Унпа ачисене вĕрентме икĕ çемье кăна кăмăлланă. Амăшĕн пенсине ÿстерме усă курман. Ку суммăран 12 пин тенкĕ илнĕ çемьесем те пур. Çавăн пекех амăшĕн капиталĕпе автомашина, выльăх-чĕрлĕх туянас текенсем тата ачисене сыватма усă курас шухăшлисем пур. Анчах вĕсен ыйтăвĕсене татса пама çук, законра кăтартман. 4,5 çул хушшинче ку укçа-тенке 23 çемье пĕтĕмпех усă курса пĕтернĕ. Амăшĕн капиталĕн сумми халь 365 пин те 898 тенкĕ те 40 пуспа танлашать...

Игорь Васильевича шăпи каярахпа “Дорстрой” тулли мар яваплăхлă обществăна илсе çитернĕ. Унта та вăл ĕçтешĕсемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупнă. Хальхи вăхăтра маттур арçын ачасен ашшĕ Çĕнĕ Шупашкарти пĕр строительство организацийĕнче вăй хурать.

Светлана Владимировна та ахаль ларма юратмасть. Тăвайĕнчи ял тăрăхĕнче тăрăшнă вăл пĕр хушă. Пĕчĕк ывăлĕпе килте ларнă хыççăн “Поддержка” страхлакан компанин районти специалистĕнче ырă тĕслĕх кăтартать. Çав вăхăтра кил-хуçалăхри ĕçсене те туса ĕлкĕрет. Мăшăрĕ ĕçлеме кайсан çемьери тĕллевсем пĕтĕмпех унăн черченкĕ хулпуççийĕ çине тиенеççĕ-çке. Пуçне усмасть хĕрарăм, вĕсене вăхăтра пурнăçласа пырать.

Ак, алăк уçăлчĕ те хăтлă хваттере виçĕ çулхи Артем çил ачи пек вĕçтерсе кĕчĕ. “Анне, манăн çывăрас килет”, – тет. Хамăн ыйтусемпе урăх чăрмантармарăм Хвостовсене, ăнăçупа юрату сунса сывпуллашрăм. Туслă çемьере телей хуçаланнипе хĕпĕртесе килелле утрăм.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика