15 июля 2011 г.
Пурăнма ăс-пуç кирлĕ. Çыннăн пуласлăхшăн, ыранхи паянхинчен лайăхрах пултăр тесе, тăрăшмалла. Унсăрăн эпир хамăр çут тĕнчене мĕншĕн килнине те тÿрре кăлараймăпăр. Вĕт тĕнчери пур паллă çын та çĕр çинче ыранхине асра тытса ĕçленĕ, çавăнпа хăйсем хыççăн ырă ят хăварнă та.
Тăван çĕр-шывăн картти çинче пирĕн Чăваш Ен пысăк лаптăках йышăнмасть, анчах вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, мухтавлă çыннисемпе тивĕçлĕ вырăнта тăрать темелле. Республикăра вĕрентÿпе сывлăха сыхлас, строительство, электронлă информаци технологийĕсене, нанотехнологие тимлĕх уйăраççĕ. Хуласемпе ялсем улшăнса çĕкленеççĕ, илемленеççĕ. Ял хуçалăхĕ те аталанас çул çинче. Çĕнĕ комплекссем хута каяççĕ, хресчен-фермер хуçалăхĕсем тĕрекленеççĕ, çĕнĕ техникăпа пуянланаççĕ. Çак ырă улшăнусем районта та палăраççĕ. Эпир, çамрăксем, уншăн савăнатпăр. Хамăр çак тăрăхран пулнишĕн чун-чĕре çĕкленет. Вĕт тăван çĕр-шыва юратасси хăв çуралнă ялтан, атте-анне килĕнчен пуçланать.
Манăн тăван ялăм – Тăвай. Вăл мĕнле пурăнни, унăн çыннисемпе урамĕсем яланах асра. Манăн ăна тата илемлĕрех, тасарах, çыннисене пысăк культурăллă, ăшпиллĕ курас килет. Район центрĕ пулнă май çак ялăн хăйевĕрлĕхсем те çук мар ĕнтĕ. Нумайăшĕшĕн Тăвай çуралса ÿснĕ кĕтес мар, çавăнпа та ăна тăван ял пек хаклайманнипе тĕл пулатăн. Кунта тĕрлĕ çĕртен пухăннă çынсем ĕçлесе пурăнаççĕ. Килнĕ çынсен йăх тымарĕсем хăйсем çут тĕнчене килнĕ вырăнта çирĕпленнĕ ĕнтĕ. Çавăнпах пуль Тăвай харпăр хăйĕн тăван ялĕ пек чуна çывăх пулса тăрайман. Кунта эсĕ нумайăшне палламастăн, сана та пĕлмеççĕ. Эппин кунта тăван ялти пек чунсене çыхăнтарса, пĕрлештерсе тăракан тымар çук. Вăл вара пурнăçра çав тери пĕлтерĕшлĕ. Апла пулсан, район центрĕнче пурăнакансем хушшинче ăнлантару ĕçне туса пымалла: çитĕннисемпе те, ачасемпе те. Пĕрлехи мероприятисем йĕркелемелле. Çуркунне нумай хваттерлĕ çуртсенчен пĕрлехи кил картишне шăлса тасатма массăллăн тухнă пек. Çĕр-шывăн паллă барчĕ Булат Окуджава кил картишĕ пирки кăсăклă калани пур: “...кил картишĕнче эпир чунсем пĕр-пĕринпе çывăх пулнине туятпăр”, – тенĕ.
Темиçе çул каялла район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсем ирĕкчĕ. Вĕсенче ача-пăча валли ятарласа тунă площадкăсем те пурччĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе туслăн выляса ÿсетчĕç, пĕр-пĕрне ăнланма, ыр кăмăллă пулма хăнăхатчĕç. Анчах пурнăç улшăнчĕ, çавна май – çынсем те. Харпăр хăй тытакан автомашинăсем нумайланчĕç. Картишсем хĕсĕнчĕç. Хваттерсенче пурăнакансем ирĕк ыйтмасăрах ăçта вырăн пур çавăнта мунчасемпе сарайсем, гаражсем, чăх-чĕп клеткисем лартма тытăнчĕç. Ачасем валли тунă чуччусене айккинелле кайса лартсах. Никам никама пăхăнмасть, кашни харпăр хăй пĕлнĕ пек пурăнасшăн. Общежити йĕркисем пирки манчĕç. Подъездсенче тăтăш таса мар, туртакансем сигарет тĕпĕсене пăрахаççĕ, кушаксем варалаççĕ. Кăмăллă пулĕ-и çав тирпейсĕрлĕхпе таса пурăнас текен. Çук, паллах.
Манăн çавăн пек сĕнÿ пур: Атьăр “Нумай хваттерлĕ чи лайăх çурт”, “Чи лайăх картиш”, “Чи лайăх ача-пăча площадки” конкурссем йĕркелер. Çĕнтерÿçĕсене хавхалантарса. Ан тив, парне пысăках мар пултăр, анчах асăнмалăх пĕчĕк парне те ыттисене воспитани памалли тĕслĕх.
Хăш-пĕр çĕрте ял уявĕсем ирттереççĕ. Ку ырă пулăм. Вăл çав ялта пурăнакансенче мăнаçлăх туйăмне вăратать, ял, кил-йыш ятне çÿлте тытма хистет. Район центрĕнче те тĕрлĕ уявсем пулаççĕ, анчах Тăвай ялĕн мар. Мĕншĕн ял уявне йĕркелес мар.
Хамăртан питĕ нумай килет, çитĕннĕ çынсенчен. Çулланнă çынсенчен тăтăш çапла каланине илтме пулать: “Паянхи çамрăксем урăхла, пирĕн вăхăтра апла пулман”. Чимĕр-ха, ун чухне сирĕн аçăр-аннĕрсем те урăхла пулнă ĕнтĕ, паянхи пек мар. Ачасем вĕт çитĕннисен, ашшĕ-амăшĕн тыткаларăшне курса–ÿкерсе ÿсеççĕ. Вĕсен шухăшĕ-туйăмĕсене хăйсем витĕр кăлараççĕ. Чăн та, паян ашшĕ-амăшĕн нумай-нумай ыйтăва татса памалла. Хăшĕн-пĕрин яланлăх ĕç çук, пулсан та – шалăвĕ пĕчĕк. Пурнăç вара хаклансах пырать. Укçа-тенкĕ çитсе пыманни çынсене тарăхтарать, усаллантарать. Кирек мĕнле майпа укçа тăвас тени нумай чух унчченхи тÿркăмăллăхпа, чун-чĕре тасалăхĕпе, евĕклĕхпе, çынлăхпа, илемпе çыхăнмасть. Унтан ытла вăл çав ăнлавсене сиен кÿрет. Ырри ырра вĕрентет тесе ахальтен каламан халăхра. Харпăр хăйĕн тыткаларăшне лайăхлатса пыни ыттисен пурнăçне çăмăллăх кÿрет. Эпĕ ырăрах пулни, çынна ăнланма, хĕрхенме пĕлни ыттисемшĕн те лайăх вĕт-ха. Апла пулсан хам урлă эпĕ тĕнчене лайăхлатма пултаратăп.
Аттепе анне те, эпĕ те Тăвайра çемьепе канмалли кафе уçасса ĕмĕтленетпĕр. Унта сăра-эрех ан сутчăр, музыка итлеме, çĕнĕ хаçат-журналпа паллашма, сĕтел çи вăййисемпе йăпанма, мороженăйпа, ытти пылак çимĕçсемпе сăйланма пултăр. Çемье конкурсĕсем йĕркелеччĕр. Талăкĕпе ĕçлекен магазинсемпе барсенче çĕрлехи вăхăтра сăра-эрех сутни пирĕн килтисене çав тери пăшăрхантарать. Çав вăхăтрах район центрĕнчи икĕ хутлă пысăк культура çурчĕн чÿречисем çĕрĕпех тĕттĕм. Эппин ахальтен мар çамрăксем каçсерен урамра çапкаланса çÿреççĕ. Паллах, пурте мар, харпăр хăй валли усăллă, кăсăклă ĕç тупайманнисем. Хăш-пĕрисем усал ĕçсем тăваççĕ. Çур ĕмĕр ытла каялла Экзюпери çапла çырнă: “Манпа пĕр саманри çынсем ăшталанаççĕ. Анчах тĕнчере пĕр йывăрлăх пур: çынсене ăс-хакăл пĕлтерĕшне, ăс-хакăлшăн тăрăшассине ăнланма пулăшасси. Холодильниксемпе, политикăпа, баланссемпе тата кроссвордсемпе çеç аташса пурăнма çитет. Юрамасть апла”.
Манăн тепĕр сĕнÿ пур. Вăл çĕнĕлĕх те мар пуль. Вăтăр çул каяллах Тăвай ял Совечĕ хăйĕн территорине кĕрекен Тăвай, Вăрманхĕррипе Чÿкçырми тата Çăлпуç ялĕсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсен ятне чĕрĕ палăк-садсем çитĕнтерме пуçару тунă. Хăйне евĕр Астăвăм паркĕ. Пирĕн районтан кайнă 3 пин ытла çыннăн кун-çулĕ татăлнă вăрçă хирĕнче. Апла пулсан районти кашни ялта вăрçăран таврăнман е мирлĕ вăхăтри конфликтсенче пуç хунă ентешсен ятне Астăвăм паркĕсем çитĕнтермелле. Йывăç хăй тĕллĕн чĕрĕлмест. Ăна пăхса, шăварса тăмалла. Çак ĕçе шкулсем тата пуç хунă паттăрсен тăванĕсем пурнăçлама пултараççĕ. Астăвăм паркĕ килес ăрусемшĕн те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вăл пире патриотла туйăм тавра пĕтĕçме пулăшĕччĕ. çÿлтен хушнипе мар, чун-чĕресем ыйтнипе.
Çын пур тĕлĕшпе те илемлĕ пулмалла: чунпа та, çи-пуçпа та, сăн-питрен те. Кулленхи пурнăçри ырă та пархатарлă ĕçсем пирĕн пурнăçа тата илемлĕрех, пуянрах тума пулăшнă пулĕччĕç. Вĕт пурнăçри çутă тĕслĕхсем ыттисене харпăр хăй патне илĕртеççĕ. Пурте пĕрле тытăнсан, çынсем темле пысăк ĕçе те çавăрттарса хума пултараççĕ. Кăмăла хускатаканни тата ĕçе пуçараканни кăна кирлĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"