Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ (ЖКХ)

22 марта 2011 г.

Пĕрлехи тематика йышăнăвĕ (ЖКХ)

Н.СОКОЛОВА.
2011 çулхи мартăн 17-мĕшĕнче “Тăвай районĕнчи поселенисем хушшинчи тĕп библиотека” муниципаллă культура учрежденийĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи право хутшăнăвĕсене йĕркелес ыйтусемпе пĕрлехи тематика йышăнăвĕ иртнĕ.
Ялта пурăнакансемпе район прокурорĕн çумĕ А.А.Кандасов, прокурора пулăшаканĕ Е.Ю.Максимов, райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Т.Е. Дьяконова, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, “Коммуналлă услугăсем” ОООн техника директорĕ Ю.В.Кудряшов тата И.Н. Николаев тĕп инженер, “Ăшăпа тивĕçтересси” ООО мастерĕ Ю.А.Буинцев, “УК ЖКХ” ООО экономисчĕ Н.Н.Федорова тĕл пулнă. Право сыхлав органĕсен представителĕсем тĕл пулăва пынă граждансене Раççей Федерацийĕн Правительствин 307 номерлĕ постановленийĕпе, ОДПУ (пĕтĕм çуртăн учет приборĕ) тунă начисление (тÿлемелли суммăна) тĕрĕсленипе паллаштарнă. Коммуналлă услугăсемпе тивĕçтернин тата унăн пахалăхĕ тĕлĕшĕнчи граждансен прависем çине уйрăм тимлĕх уйăрнă. Тĕл пулура пулнисем пурăнмалли çурт-йĕр законодательствине пăснăшăн организаци пуçлăхĕсем тата компани управляющийĕсем мĕнле явап тытма пултарассипе паллашнă.
Граждансем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене прокуратура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх представителĕсенчен, Тăвай ял поселенийĕн пуçлăхĕнчен Г.Я.Гавриловран ыйтса пĕлнĕ. Вĕсене хваттершĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессине мĕнле виçепе тата кам туса хатĕрлени, мĕнле майпа тата кампа договорсем тумалли, нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттер хуçисен пухăвне ирттернĕ чухне мĕне тĕпе хумалли, пурăнакан хваттершĕн, коммуналлă услугăсемшĕн тÿленисене мĕнле майпа çĕнĕрен расчет тумалли тата ытти те интереслентернĕ.
Юлашкинчен çынсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферине тивекен харпăр хăй ыйтăвĕсем çине хуравсем илнĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика