Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрçĕсен “Стартра – СХТ” уявĕ

18 марта 2011 г.

Йĕлтĕрçĕсен “Стартра – СХТ” уявĕ

Мартăн 20-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕ хыçĕнчи уйра йĕлтĕрçĕсен “Стартра – СХТ” ăмăртусем пулаççĕ. Унта СХТ (РТП) территорийĕнче, район центрĕн ытти урамĕсенче пурăнакансене йыхравлаççĕ. Ăмăртусене кăмăл тăвакан кашни çын – садике çÿрекен ачасенчен пуçласа ватă çынсем таранах – хутшăнма пултараççĕ. Шкул çулне çитмен ачасем йĕлтĕрпе 100, 1–4 тата 5–9 классенче вĕренекенсем, 31–50 çулхи хĕрарăмсем, 50 çултан аслăрах арçынсемпе хĕрарăмсем – 1000, 10-11 классенчи хĕрсемпе яшсем, 17-30 çулхи вĕренекенсемпе ĕçлекен çамрăксем, 31-50 çулхи арçынсем 2000 метра чупаççĕ. Кашни ушкăнрах (шкул çулне çитмен ачасемсĕр пуçне) хĕрсемпе хĕрарăмсен, арçынсемпе яшсен, арçын ачасемпе хĕрачасен результачĕсене уйрăмшар шута илеççĕ.
Ăмăртусене Э.Буинцев, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ В.Иванов, Тăвай ял поселени депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.Саперов, район çамрăкĕсен Правительстви йĕркелеççĕ.
11 сехетре пуçланаççĕ.
Малти виçĕ вырăн йышăннисене организаторсем дипломсемпе асăнмалăх парнесем парса чыслаççĕ.
Н.ЧАЙКИНА, ăмăртусен секретарĕ.
 
АСА ИЛТЕРЕТПĔР: Ыран, мартăн 19-мĕшĕнче, спорткомплексра юр çинче мини-футбол, мартăн 20-мĕшĕнче спорткомплекс залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокĕшĕн волейбол ăмăртăвĕсем пулаççĕ, 10 сехетре пуçланаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика