Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИЛĔШŸРЕ ПУРĂНСАН ĔÇ КАЛ-КАЛ ПЫРАТЬ

26 февраля 2021 г.

Февраль уйăхĕнче районти ял тăрăхĕсенче граждансен пухăвĕсем пулса иртрĕç. Çавна май ертÿçĕсем халăхпа курнăçса пурнăçланă ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç.

Районта пултаруллă хастарсем сахал мар. Тĕрлĕ сферăра тăрăшакансен хушшинче ертÿçĕ тилхепине ăнăçлă тытса пыракансем те чылаййăн. «Ертÿçĕ лавне тытса пырасси миçе çултинчен мар, çыннăн ăс-тăнĕпе тавра курăмĕнчен, ĕçлес хавалĕнчен, коллективпа тата халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнинчен килет», – çапларах пĕтĕмлетÿ турăм эпĕ Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Алина Смирновăпа курса калаçнă хыççăн.

– Алина Геннадьевна, Эсир районти çамрăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕсенчен пĕри. Паян çамрăксен пысăк пайĕ хуланалла туртăнать пулсан, Эсир ял пурнăçне суйланă.

– Атте-анне маншăн пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вĕсем Комсомольски ялĕнче пурăнаççĕ. Атте – Геннадий Никонорович Косов сехет тÿрлетекен маçтăрта тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Анне – Юлия Минюлловна воспитательте вăй хучĕ. Вĕсен ĕçри тăрăшулăхне тата пурнăçри хастарлăхне курса ÿснĕренех эпĕ те çамрăкранах ял пурнăçне кăмăлларăм, хамăн пуласлăха та ялтах куртăм пулĕ.

Хулана кайманшăн пĕрре те ÿпкелешместĕп, шăпана тав тăватăп анчах. Ĕçлес текеншĕн ĕç тупăнатех. Хăв хуçалăх тытса пурăнсан унăн калăпăшĕ тата та пысăк. Çав вăхăтрах кунта уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывлама, çут çанталăк илемĕпе кăмăл туличчен киленме май пур.

– Хăвăрпа тата ĕç биографийĕпе кĕскен паллаштарсамăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ансат мар ĕçне мĕнле майпа кÿлĕнтĕр?

– Эпĕ 1975 çулта Комсомольски ялĕнче кун çути курнă. Мăшăрлă, пĕр ача пур. Шкул хыççăн 2 аслă пĕлÿ илме пултартăм. Чи малтанах Раççей патшалăх гуманитари университетĕнче, ун хыççăн Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕн патшалăх службин академийĕнче пĕлÿ илтĕм. Вĕренсе пĕтерсен пĕр хушă Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕнче, тĕрлĕ организацинче юрист пулса тăрăшрăм. 2019 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса мана Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетрĕç,

Елчĕк ял тăрăхĕ Елчĕк, Патреккел, Акчел, Элекçей Тимеш, Ĕнел, Тÿскел ялĕсене пĕрлештерет. Кунта пурĕ 2184 хуçалăх шутланать, 4181 çын пурăнать. Ял тăрăхĕн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 5902 гектарпа танлашать, 5210 гектар – ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем.

– Яваплă должность хăратмарĕ-и?

– Çыннăн ĕçлес кăмăл пысăк пулсан ĕç хăратмасть. Кирек хăш ĕçре те хăнăху кирлĕ, вăл вара çулсем иртнĕ май туптанать. Çĕнĕ вырăнта ĕçлеме пуçласан халăх ырласа тата шанăçлă куçпа пăхни, пĕрле килĕшÿре ĕçлеме, кирлĕ пулсан ĕçпе е канашпа пулăшма хатĕр пулни малалла шанчăклăн пусăмлама вăй-хăват пачĕ. Ял тăрăхĕн аталанăвĕ унта пурăнакан кашни çын пĕр-пĕрне шанса обществăлла ĕçсене хастар хутшăннинчен, пуçаруллă пулса ыттисемшĕн те тăрăшма ăнтăлнинчен килет. Пур ĕçе те пĕр харăс пурнăçлама çук. Килте килĕшÿре пурăнса кашни кун пĕрер пăта çапса пырсан пурнăç малаллах каять теççĕ аслисем. Кунта та çаплах – пĕр тĕвĕре пулса халăх пурнăçĕпе хăтлăхĕшĕн тăвакан ĕçсене куллен пурнăçласа пымалла. Ял çыннисен пулăшăвĕ, ăнланăвĕ, вĕсен мĕн пур ĕçри хастарлăхĕ ĕçлеме вăй парать тата хавхалантарать. Çавăнпа та майлă самантпа усă курса халăха, ертÿçĕсене, депутатсене тата ял старостисене пысăк тав сăмахĕ калатăп.

– Сирĕн ĕçре бюджета тивĕçлипе йĕркелесе пырасси тĕп вырăн йышăнать.

– Çапла. Муниципалитетăн кашни йĕркелĕвĕн хăйĕн территорийĕ, халăхĕ, ĕçлекен власть тытăмĕ… Вăл йĕркелÿ ĕçне пурнăçлать, пур сферăпа службăна пĕтĕçтерекен социаллă тытăм пулса тăрать. Федерацин «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли тĕп принципсем çинчен» калакан 131 саккунĕпе килĕшÿллĕн ĕçлесе пынă май бюджета тĕллевлĕ йĕркелесе пырас ыйту çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. 2020 çула илес пулсан, Елчĕк ял тăрăхĕн бюджечĕн тупăш пайĕ 29925 пин, расхут пайĕ – 30511 пин тенкĕпе танлашрĕ. Вăл шутран налук тата ун шутне кĕмен тупăш – 6102022 тенкĕ. Расхутсен пысăк пайĕ социаллă ыйтусене татса пама кайнă. Культура тытăмне 4363946 тенкĕ, ял тăрăхĕн аппаратне тытса тăма 2139824 тенкĕ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха 16615288 тенкĕ, çул-йĕр хуçалăхне 5740702 тенкĕ.

Пысăк ĕçсен шутĕнче Елчĕкри Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ 24-мĕш çуртăн картиш территорине 318,9 пин тенкĕ/, Патреккелĕнчи Набережная урамри çула юсанине /476,6 пин тенкĕ/ кĕртмелле. Çавăн пекех район центрĕнчи Октябрь, Мир, Андреев, Пушкин урамĕсенчи шыв башнисене тĕпрен юсанă. Çак тĕллевпе 4500 пин тенкĕ расхутланă. Елчĕкри Çĕнĕ, Ĕнел ялĕнчи Тĕп, Акчелĕнчи Тĕп, Патреккелĕнчи Ленин урамĕсенчи территорисене тирпей-илем кĕртнĕ, Ĕнел тата Элекçей Тимеш ялĕсенче стелăсем вырнаçтарнă. Патреккелте хоккей вăййин пуçаруçине – Н.Ф.Рыбкина асăнса палăк, Акчелĕнче ачасен сывлăхне çирĕплетме ятарлă оборудовани вырнаçтарнă, Тÿскел ялĕнчи культура çурчĕн «Шуçăм» коллектив артисчĕсем валли сцена костюмĕсем çĕлеттернĕ. Елчĕкри Титов урамĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалласа палăк вырнаçтарнă, Ĕнел, Акчел ялĕсенчи клубсене юсама та вăй çитертĕмĕр. Пурте пĕр шухăшлă пулсан умри тĕллевсене малашне те пурнăçласа пырăпăр.

– Вырăнти халăхăн пуçарăвне аталантарма май паракан «Пуçаруллă бюджет» программăпа пурнăçланакан мĕнле проектсене ĕçе кĕртме май килчĕ?

– Ку проект тĕрлĕ ĕç тума тата пысăк пуçарусене пурнăçа кĕртме май панине халăх лайăх ăнланать. Программăпа 5,7 млн тенкĕлĕх 9 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Патреккел ялĕнче хоккей коробки, Элекçей Тимешре Заводская, Восточная, Молодежная, Набережная, Елчĕкри Молодежная, Титов, Николаев, Ĕнелĕнчи Новая урамĕсене юсама пултартăмăр. Çак программăпа татах та ĕçлес тĕллевсем пысăк, асăннă тата ытти ялсенчи юсамалли урамсем, пурнăçламалли ĕçсем татах та пур-ха.

– Пухусенче граждансем ытларах мĕнле ыйтусене çĕклеççĕ?

– Халăха ытларах таса шывпа тивĕçтерес, ял хушшинчи çул-йĕрсене юсас тата çĕнетес, масарсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрас, ачасене спорт площадкисемпе тивĕçтерес ыйтусем пăшăрхантараççĕ.

– Алина Геннадьевна, февралĕн 22-мĕшĕнче сирĕн пуçлăх полномочийĕ вĕçленчĕ. Тепĕр суйлава хутшăнас кăмăллă-и эсир?

– Пуçланă ĕçе вĕçлени паха. Умра – палăртнă тĕллевсем, пурнăçлама пуçăннă проектсем. Çавăнпа та эпĕ çитес суйлава та хутшăнас кăмăллă. Килĕшÿре пурăнсан ĕç кал-кал пырать. Халăх пулăшнипе палăртнă тĕллевсене малашне те ăнăçлă пурнăçласа пырасса шанса тăратăп.

Е.ПЕТРОВА калаçнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика