Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЦИФРĂСЕНЕ НИКАМА ТА АН ПĔЛТЕРĔР!

12 февраля 2020 г.

Юлашки вăхăтра преступленисен пысăк пайĕ халăх банк картти çинчи укçи-тенкине Интернет, карас телефонĕн çыхăнăвĕсене пула çухатнипе çыхăннă. Ытларах чухне – тимсĕр пулнипе, теприне шаннипе!

Иртнĕ çул Чăваш Республикинче пурăнакан граждансем тĕрлĕ майлă ултава пула 100 миллион ытла! укçа-тенкĕ çухатнă.

Преступниксен схемисем тĕрлĕрен. Чылай çыннăн банк картти карас телефонĕн абонент номерĕпе çыхăннă. Телефона çухатас е абонент номерне улăштарас пулсан чылайăшĕ «мобильлĕ банк» пулăшупа усă курнă чух банк карттине çĕнĕ номерпе çыхăнтармаллине, малтанхи номертен уйăрмаллине шута та илмест. Çапла тумасан банк карттипе çыхăннă хыпарсем пирвайхи номер çинех килсе тăраççĕ, çавна май унччен сирĕн пулнă номере хăйне илнĕ çын счетăр çинчи укçа-тенкĕпе ирĕклĕн усă курма пултарать.

Тепĕр тĕслĕхре преступниксем маларах Интернет-сайтран тавар илнĕ, çавна май вĕсен телефон номерĕ упранса юлнă граждансемпе çыхăнаççĕ. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕ шăнкăравлать тесе шантарса вĕсене маларах туяннă тавар «пахалăхсăр» пулнине ĕнентереççĕ, çавна май компенсаци парса саплаштарассине хыпарлаççĕ. Анчах компенсацие илес тесен малтан страховкăпа тата комиссишĕн тивекен тÿлевпе татăлмалла иккен…

Кирек хăш лару-тăрура та халăха тимлĕ пулма, палламан çынсемпе шанса калаçасран асăрханма, карттă çинчи кода, ытти цифрăна вăрттăнлăхра упрама ыйтатпăр. Вĕсене сиртен банк ĕçченĕсем те ыйтмаççĕ.

Э.НИКОНОВ,
районти полици пайĕн начальникĕн çумĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика