Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙОНА ПЫСĂК УКÇА-ТЕНКĔ УЙĂРАÇÇĔ

11 декабря 2019 г.

Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче граждансен пурăнмалли вырăнĕсене хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен» Указĕ халăх пурнăçне хăтлăх кÿрес тĕллевпе йышăннă документ. Унăн тĕп тĕллевĕ – вĕрентÿ тытăмне инноваци çулĕпе аталантарасси, ачасемпе çамрăксене тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани паракан вĕрентÿ тытăмне никĕслесси, граждансен пултарулăхне аталантарасси, физкультурăпа тата спортпа туслашма çителĕклĕ услови тăвасси, халăх сывлăхне çирĕплетесси тата ытти те. Ăна Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсем тата стратегиллĕ задачăсем çинчен» 204-мĕш Указĕнче палăртнă наци тĕллевĕсене тата вĕсенчен тухса тăракан кăтартусене пурнăçлассине тивĕçтерме йышăннă. Указпа килĕшÿллĕн пирĕн района та сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех эпир райадминистрацин пуçлăхĕнчен Николай Миллинран ыйтса пĕлтĕмĕр:

– Çак 118 номерлĕ Указпа килĕшÿллĕн района 77 миллион та 233 пин те 100 тенкĕ уйăрма йышăннă. Пирĕн районшăн çакă сахал мар укçа-тенкĕ. Асăннă укçа-тенкĕпе мĕнле усă курассине виçĕм кун районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче тишкерсе тухса ăна мĕнле расхутламаллине çирĕплетрĕмĕр. Çапла вара асăннă суммăран 23 миллион та 160 пин тенки вĕрентÿ тытăмне аталантарма тăкакланĕ. Çав шутран тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме Елчĕкри «Солнышко» ача садне 10 миллион, Лаш Таяпа шкулне 13 миллион та 160 пин тенкĕ уйăрăпăр.

Культура тытăмне пурĕ 14 миллион та 290 пин тенкĕ расхутланĕ: çав шутран районти архив пÿлĕмне юсама – 240 пин, Елчĕкри ачасемпе çамрăксен искусство шкулне çĕнĕ оборудованисемпе пуянлатма – 600 пин, культура çурчĕсене юсама тата оборудованисемпе çĕнетме – 8 миллион та 500 пин, библиотекăсене юсама тата оборудовани туянма – 9 миллион та 950 пин тенкĕ. Физкультурăпа тата спортпа туслашма çителĕклĕ услови тăвассине, халăх сывлăхне çирĕплетессине те тĕпе хунă Указра. Маларах асăннă укçа-тенкĕрен 39 миллион та 783 пин те 100 тенки спорта аталантарас тытăма расхутланĕ. А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулне тĕпрен юсас ĕçе 9 миллион та 400 тенкĕ тăкаклăпăр, 30 миллион та 383 пин тенкипе Елчĕк шкулне хирĕç вырнаçнă лаптăкра стадион çĕклеме палăртатпăр.

Халăхăн пурнăç условине лайăхлатас тĕллевпе районта, республикăра юлашки 7-8 çул хушшинче анчах мĕн чухлĕ пысăк ĕç пурнăçланчĕ. Çакна халăх курать, ырă хак парать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сăмахĕсене ĕçĕпе çирĕплетсех пырать. Çак çĕнĕ Указ пире тата та тăрăшса ĕçлеме пулăшать анчах мар, хавхалантарать те.

Е.ПЕТРОВА.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика