27 ноября 2019 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура çивĕч ыйту сахал мар хускатрĕ.
ВИЧ çăмăлттайлăха каçармасть
Леонард Левый Чăваш Республикин Правительство комиссийĕн черетлĕ ларăвĕнче пирĕн района ВИЧ-инфекципе /çыннăн организм иммунитечĕ хавшани е пĕтни/ епле кĕрешни çинчен итленине пĕлтерчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, районти тĕп больница ĕçченĕсем ку тĕлĕшпе 10 уйăхра 4737 /28 процент/ çынна тест витĕр кăларнине шута илсен ку вăл республикăри кăтартуран /23 процент/ авантарах. Çапах та сăлтавĕ савăнмалли мар-ха, чан çапмалли: регионта эпир асăннă инфекципе чирлекенсен шучĕпе малти вырăнта тăратпăр. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăçал кăтарту япăх енне çĕкленнĕ – 9 уйăхра инфекциллĕ 4 çынна /пĕлтĕр – 1/ тупса палăртнă. Районта халĕччен ВИЧ «историйĕнче» пĕтĕмпе 41 çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 5-шĕ вилнĕ.
Хальхи вăхăтра ВИЧ-инфекцийĕпе аптăракансене 30 çынна регистрациленĕ. Вĕсенчен 11-шĕ район территорийĕнчен тухса çÿремеççĕ, ыттисем кунта пропискăра тăраççĕ е тĕрлĕ региона вăхăтлăх ĕçсене вырнаçнă. Чирлисен йышĕнче 30-39 çулхисем ытларах. Учетра тăракан 8 хĕрарăм пепкесене пурнăç парнеленĕ те, пурте сывах. Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче ВИЧ авăрне лекнисене ку таранччен çирĕплетмен пулсан, Лаш Таяпа таврашĕнче вара – 7. Туберкулез та çак чирпех «юлташлине» шута илсен асăрханулăх пушшех кирлĕ.
Ноябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 1-мĕшĕччен – ВИЧ-инфекципе кĕрешмелли Пĕтĕм Раççейри эрнелĕх акцийĕ. Ăнлантару ĕçĕ, паллах, ятарлă тапхăрта кăна мар, тăтăш пулса пымалла. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче ĕçлекенсен тимлĕхĕпе çеç мар, пĕтĕм профилактика субъекчĕсем куллен активлă хутшăннипе.
Çÿлерех асăннă 30 çын – ятарлă тĕрĕслев витĕр тухнисем. Айккинчисем;
Синкерлĕх, çапла çирĕплетни ытлашши марах, пурне те шухăшлаттарма кирлĕ.
Вĕçĕмсĕр ыйту
Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне юридика сăпатĕнче тăракан районти 96 организаци хытă каяша турттарса тухас тĕлĕшпе регион операторĕпе килĕшÿ çирĕплетнĕ, çав шутран 46 бюджет учрежденийĕ, 24 уйрăм предприниматель, 28 производство организацийĕ. Паянхи кун тĕлне тата иккĕн хутшăннă. Кулăшла мар-и? Çакă клиентсемпе ĕçлекен Елчĕкри уйрăмĕн специалисчĕ Татьяна Адюкова сăмах илнинчен паллă пулчĕ. Усламçăсен тытăмĕсем кăна 460 ?!/ районта. Канашлусенче договорсем тăвас ыйту тăтăшах çĕкленет, хаçатра та çыратпăр, анчах проблема çивĕчлĕхĕ юлать-ха. Леонард Васильевич ку енĕпе вырăнти офис специалисчĕн татăклă утăмсем тумаллине палăртрĕ.
Çĕнĕ çул та çитет…
Эсир хатĕрленÿ ĕçĕсене пуçланă-и? Çук пулсан Елчĕкри Валерий Изратов уйрăм пайтаçăран тĕслĕх илĕр. Вăл, пуçаруллă та теветкеллĕ пулнăран, «Водолей» лавкка умне 4-5 кун каяллах капăрлатма пикеннĕ. Курăсăрин: ытти çулхи пекех иртен-çÿрене чарăнса ăмсанмалăх юр-пăртан ăсталанă юмахри сăнарсем, тĕслĕ çутăсемпе илемлетнĕ чăрăш, тĕрлĕ гирляндăсен ялтăравĕ пулĕç унта.
Çĕнĕ çула савăк кăмăл-туйăмпа кĕтсе илес тĕллевпе раштав уйăхĕн 9-мĕшĕччен предприятисемпе организацисен, уйрăм çынсен çурчĕсен фасачĕсене илемлĕ сăн кĕртессине вĕçлемелле. Район шайĕнче уяв капăрлатăвĕн конкурсĕ те иртĕ-ха, маларах çакна ял тăрăхĕсенче, уйрăм коллективсенче йĕркелесен аванччĕ.
Кирек мĕнле уяв инкек-синкексĕр иртсен илемлĕ. Район администрацийĕн социаллă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин сивĕ çанталăкра пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк пулнине, çавна май гидрантсем юсавлă пулма, шыв илмелли вырăнсене яланах юртан тасатса тăма кирлине палăртрĕ. Пăрпа витĕннĕ пĕве-кÿлĕ пулăçсене, конькипе ярăнма юратакансене хăй тавра пуçтарать, анчах асăрханулăх нихăçан та ытлашши пулмĕ. Ăшă пăрăхĕсене тивĕçлипе пăхса тăрасси те кулленхи тĕп ыйту – хăш-пĕр регионти нушаллă лару-тăрăва кĕрсе ÿкес марччĕ.
Налуксем пирки те каллех сăмах тухрĕ канашлура. Ял тăрăхĕсенче декабрĕн 2-мĕшĕччен парăмсемпе татăлма пултарĕç-ши; Хуравне яваплисем шăпах çав кун черетлĕ тĕл пулура пĕлтерĕç.
Николай МАЛЫШКИН.
Источник: "Елчĕк Ен"