Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШЛĂХШĂН ТĂРĂШНĂ

23 ноября 2019 г.

«…Самар хулинчи икĕ сыпăклă текен Чăваш шкулĕ чăваш ялĕсем валли учительсем хатĕрлетчĕ… Чăваш шкулĕнче, эп астăвасса, икĕ литератор ĕçлетчĕ. Пĕри аллăсенчен иртнĕ çÿллĕ те кĕрнеклĕ Николай Михайлович Кедров, 1905-1906 çулсенче чăвашла кĕнеке кăларнă этем. Вăл хулăнланас енне кайнăччĕ ĕнтĕ. Тÿлек çынччĕ. Пире вăл чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Пĕр мыскараллă йăла пурччĕ вара унăн: Николай Михалччă аллинче эпĕ нихăçан та пÿрнескерен вăрăм кăранташ курман…» –тесе çырать Хветĕр Уяр Влас Паймена аса илнĕ пĕр статйинче. Анчах сăмахăм В.Иванов-Паймен пирки мар-ха. Маларах асăннă Н.Кедров учитель мĕнлерех чăваш пулни çинчен.

Пулас педагог, журналист 1874 çулхи нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче Теччĕ уесне кĕрекен Кĕçĕн Елчĕк /халĕ Елчĕк/ ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă.1886 çулта вăл, тăван ялĕнчи пĕр класлă шкула пĕтерсен, тепĕр çулхине Теччĕри уес училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан вĕренсе тухсан учитель пулма хатĕрленет. Çамрăк вĕренÿре питĕ лайăх ĕлкĕрсе пынă. Тепĕр икĕ çултан вăл Чĕмпĕр уесĕнчи Ирçелти пĕр класлă шкулта учитель пулса ĕçлет. 1894 çулта Чĕмпĕрти тĕн семинарийĕн 4-мĕш класне йышăнаççĕ, виçĕ çултан ăна 1-мĕш разрядпа вĕçлет. 1897-1901 çулсенче Хусанти тĕн академийĕнче пĕлÿ пухать. Студент пулнă хушăрах Хусанти хĕрарăмсен земство шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентет. 1901 çулта çав хулари семинаринче ĕçлет, «Школа как средство христианского просвещения инородцев» ятлă кандидат ĕçне çырать.

Н.Кедров академи пĕтернĕ хыççăн Ирбит хулинчи /Пермь кĕпĕрни/ арçынсен, Бузулукри хĕрарăмсен гимназийĕсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет.

Чăвашсен паллă историкĕ тата этнографĕ Г.И.Комиссаров аса илнĕ тăрăх, Н.Кедров тата тĕн академийĕнче вĕреннĕ тепĕр чăваш студенчĕ, О.Романов, 1900 çулта чăвашла çырнă кĕнекесем кăларма шут тытнă. Цензура ирĕк патăр тесе, иккен, вĕсем кĕнекесене ăс пару содержаниллĕ тăвас тенĕ тата ячĕсене тĕнпе çыхăнтарма шутланă. Произведенисен сюжечĕсене вĕсем вырăссен кĕнекисенчен илнĕ, анчах та шухăшĕпе чăваш халăхĕн пурнăçĕпе çыхăнса тăнă. Повеçсене Н.Кедров «Аçăна-аннĕне хисепле, хăнах аван пулĕ», О.Романов «Хĕн-хур куракан çынна турă пăрахмасть» ятпа хатĕрленĕ. Тăван чĕлхепе кăларнă çак кĕнекесен издателĕ ун чухне Хусанти вырăс мар халăхсен семинарийĕн директорĕ Н.А.Бобровников пулнă. Вăл повеçсене пичетлеме ирĕк панă. Авторсем хăйсен ал çырăвĕсене кĕнеке лавккин хуçине А.А.Дубровина сĕннĕ. Вăл тăрăшнипе кĕнекесем Хусан университечĕн типографийĕнче 3000 экземплярпа кун çути курнă. Анчах та вĕсен авторĕсене палăртман. Кĕнекесене малтанах чăваш учителĕсене тата тĕн çыннисене валеçсе тухнă, каярахпа чăваш ялĕсене те çитнĕ. Кедровпа Романов ĕçĕсем чăваш халăхĕн пурнăçне лайăх çутатса кăтартнă, вулаканшăн та вĕсем питĕ интереслĕ пулнă. Ку кĕнекесем – чăваш чĕлхипе çырнă беллетристика содержаниллĕ пĕрремĕш хайлавсем.

Н.Кедров Н.М.Охотникова, В.К.Магницкие, Н.И.Золотницкие халалланă статьясем /1892,1901/, «Японипе японецсем çинчен» /1905/ очерк та çырнă.

Ентеш юлашки çулĕсене Самар хулинче пурăнни паллă. 1922 çулхи чÿк уйăхĕнче хулари икĕ класлă чăваш шкулĕнче вĕрентме пуçлать.

Николай Михайлович пысăк культура шайне çĕкленме пултарнă çын пулнă, мĕншĕн тесен вĕсене Хусанти академире тĕн философийĕпе пĕрлех авалхи чĕлхесене те, тĕнче литературине те вĕрентнĕ. Çавна пулах ĕнтĕ «Аçăна-аннĕне хисепле, хăнах лайăх пулĕ» авторĕ хăйĕн повеçĕн никĕсне хывнă тĕн туртăмĕсене халăх философийĕн принципĕсемпе çураçтармалли майсем тупма пултарнă. Повеçе притча евĕрлĕ формăпа хайланă. Юрий Артемьев критик хăйĕн «Ĕмĕр пуçламăшĕнче» кĕнекинче Н.Кедровăн, çавăн пекех О.Романовăн ĕçĕсене çапларах хакласа çырать: «Ку повеçсенче реализмла характерсемпе психологизм тарăнлăхĕ шырама кирлĕ мар. Иккĕшĕ те вĕсем тенденциллĕ, уççăнах вĕрентсе калакан шухăш çинче никĕсленеççĕ. Кунта автор позицийĕ калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ». Ăс пани, ырра вĕрентни повесть ятĕнченех уççăн курăнать.

Çыравçă ăшри монологсемпе, психологилле детальсемпе пĕлсе усă курать, çут çанталăка илемлĕн ÿкерсе кăтартма пĕлет. Унăн чĕлхи уçăмлă та сăнарлă. Çавăн пекех кунта диалект сăмахĕсем те, Елчĕк тăрăхĕнчи калаçу уйрăмлăхĕсем те аван палăраççĕ.

Кедров повеçне ĕмĕрхи – ашшĕпе ачисем хушшинчи конфликт шăнăрласа тăрать. Мул проблеми ку произведенире тĕп вырăнта. Вăл çынна ырă тумасть, юрату çеç телей çулне уçать…

Елчĕк çамрăкĕ Иван Яковлев пуçарса янă Библи куçарас ĕçе те хастар хутшăннă. Çакна Николай Никольскин «Из статьи «Переводческая комиссия в Казани и ее просветительная деятельность среди инородцев» ятлă ĕçĕ те çирĕплетсе парать. Унта куçару ĕçĕ еплерех пурнăçланса пыни, ал çырăва миçе хутчен тĕрĕсленине, редакциленине, çакна тума кам-кам хутшăннине çырса кăтартнă.

Библие куçарасси питĕ яваплă ĕç шутланнă. Апла пулсан Николай Кедров пултаруллă чăваш, хăй халăхĕшĕн тăрăшакан çын пулнă тесе çирĕплетсех калама пулать. Чăваш литературине аталантарас ĕçре те, чăваш çамрăкĕсене çутталла туртас ĕçре те унăн тÿпи пĕчĕк мар.

Н.Кедров 1937 çулта шалкăм çапнипе вилнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика