23 ноября 2019 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче Мускавра пулса иртнĕ «Транспорт эрни — 2019» форума хутшăннă.
Раççей транспорт министрĕ Евгений Дитрих ертсе пынă канашлура Раççей регионĕсенчи транспорт инфратытăмĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Унта хутшăннисем çĕршывра пурнăçланакан транспорт объекчĕсен строительствин тата реконструкцийĕн проекчĕсем çинчен каласа кăтартнă, çивĕч ыйтусене, ку сферăри ĕç-хĕле йĕркелесе тăракан саккуна улшăну кĕртмелли сĕнÿсене палăртнă.
Михаил Игнатьев çавăн пекех «ЭРА-ГЛОНАСС: технологисем çын, бизнес, патшалăх валли» пленарлă ларăва хутшăннă. Кунта «Эра-Глонасс» патшалăх системине аталантарассине, транспорт отрасльне цифра çине куçарассине, çулсем çинче хăрушсăрлăха ÿстерессине, инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртессине сÿтсе явнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проектне пурнăçласа республикăра çулсерен вун-вун çул-йĕр объекчĕ хута каять, çулсем лайăхланаççĕ, аварисен шучĕ чакать. Республика урлă иртекен «Европа – Анăç Китай» магистраль строительстви те Чăваш Ен çул-йĕрне аталантарма хăват парĕ. Çак трассăна хывнă вăхăтрах М7, А151 автоçулсене юсĕç. «Кемпинг, çулсен таврашĕнчи сервис вăй илĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç. Ку вара пачах урăх культура шайĕ», – тенĕ республика ертÿçи.
Михаил Игнатьев Евгений Дитрихпа тĕл пулнă вăхăтра Чăваш Республикинче 2024 çулччен транспорт инфратытăмĕнчи наци проекчĕсене ĕçе кĕртессине сÿтсе явнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей журналисчĕсен ыйтăвĕсем çине те хуравланă. Ыйтусен пысăк пайĕ транспорт инфратытăмне аталантарассипе, ĕçсĕрлĕхе чакарассипе, наци проекчĕсене хутшăннипе çыхăннă.
Сăмах май каласан, 2019 çулта республикăра автомобиль çулĕсем, вĕсене реконструкци тумалли, юсамалли тĕллеве пурнăçлассипе мĕнле ĕçленĕ; Муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсем саккас панипе кăçал вырăнсенчи автомобиль çулĕсене çĕнетме республикăн çул-йĕр фондĕнче 3,141 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Унпа 360,2 çухрăм автоçула тата 182 картише, çав шутра 162 картишпе унта кĕмелли пăрăнчăка юсамалла, «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль» çулĕсем наци проектне пурнăçласа хула округĕсенче 29,8 çухрăм çула юсамалла пулнă – тĕллевсене пурнăçланă.
Источник: "Елчĕк Ен"