15 марта 2017 г.
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Зайцев ял тăрăхĕнче граждансен пухăвĕсенче хускатнă ыйтусем тата обществăлла инфратытăма аталантармалли проектсен конкурсне хутшăнма хатĕрленни çинчен каласа пачĕ.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленнипе райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов паллаштарчĕ. Районти ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Кĕркунне 6350 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă, ЧР Ялхуçалăх министерстви çирĕплетнĕ плана пурнăçланă. Пĕтĕм лаптăк çинче кĕрхи çĕртме тунă. Ялхуçалăх производство кооперативĕсенче, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 2017 çулхи ака лаптăкĕсен структурине çирĕплетнĕ. Кăçал районĕпе 1000 гектартан кая мар пăрçа, техника культурисене 100 гектар акса хăвармалла. Çурхи тулă, урпа, ытти культурăсене миçе гектар çинче акса çитĕнтересси те паллă. Ялхуçалăх пайĕн начальникĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ кăшт чакассине пĕлтерсен Николай Миллин çакăн сăлтавне пĕлесшĕн пулчĕ. Вăл вара ансат иккен. Аслă Таяпари Карл Маркс ячĕллĕ ЯХПК хăй панкрута тухас умĕн тата тухнă хыççăн чылай лаптăк çĕре ĕçлесе хатĕрлеймен. Унта хытхура ÿснĕ. Çав çĕрсене районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем тара илнĕ, темиçе хутчен сухаласа тата кăпкалатса вĕсене йĕркене кĕртнĕ, минераллă удобренисем сапнă. Анчах пусă çаврăнăшне кĕртнĕ çак çĕрсене пай хуçисем каялла илес тĕслĕхсем палăрма пуçланă. Паллах, хăйсен çĕрĕсемпе уйрăлса тухса хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркеленине никам та хирĕç мар. Çакăн пек ыйту вара парасах килет: хытхура ÿснĕ вăхăтра вĕсем хăйсен пай çĕрĕсем çинчен мĕншĕн аса илмен? Пусă çаврăнăшне кĕртсе тухăç пама тытăннă пулăхлă çĕре каялла илнĕ хуçасем ăна ĕлĕкхи пек хытхураллă çĕре çавăрмĕç тесе кам шантарĕ? Вара каллех çĕрпе тухăçлă усă куракан «Победа», «Комбайн», «Рассвет» тата ытти хуçалăхсен куçĕсенчен пăхмалла пулмĕ-и? Район администрацийĕн пуçлăхĕ çакăн пек тĕслĕхсенче çĕре тара панă тата илнĕ чухне тунă килĕшÿсене тишкерсе, ыйтăва право йĕркисене пăхăнса татса памаллине палăртрĕ.
Петр Тремасов хăйĕн калаçăвĕнче районти хуçалăхсем акма 85 процент кондициллĕ вăрлăх, 2300 тонна е 78 процент минераллă удобренисем, 660 тонна е 98 процент çунтармалли-сĕрмелли материалсем кÿрсе килнине, ыттине хуçалăхсем патшалăх паракан пĕчĕк процентлă кредитпа усă курса туянасшăн пулнине, анчах вăл хăçан пуласси те паллă маррине пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллинăн ку енĕпе те шухăшĕ урăхла: халĕ иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулĕсен вĕçĕ мар. Хĕллехи вăхăтра нумайрах сĕт суса минераллă удобренисем те, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те туянма пулать. Ака-сухана хамăр ĕçлесе илнĕ сĕт укçипе /килограмĕ 20-25 тенкĕ тăнă вăхăтра ĕнтĕ/ ирттерсе яма вĕренмелле. Патшалăх паракан пĕчĕк процентлă кредитпа пысăкрах ĕçсем пурнăçлама, хăватлă техника туянма усă курмалла. Çак шухăша палăртса каларĕ вăл. Сăмах май, хĕллехи тапхăрта хуçалăхсем çĕр ĕçĕнче усă куракан 19 тĕрлĕ техникăна 31,173 млн тенкĕлĕх туяннă.
Ялхуçалăх техники кăçалхи çуракине хатĕррине комиссипе тĕрĕслемелли кунсене те палăртнă. Пĕрремĕш тĕрĕслев мартăн 17-мĕшĕнче иртет. Апрелĕн 6-мĕшĕнче районти пĕтĕмлетÿ смотрĕ «Сатурн» ЯХПК никĕсĕ çинче иртет.
Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайăн тĕп эксперт специалисчĕ Татьяна Пупина районти архивăн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. /Çакăн çинчен эпир хамăр хаçатăн иртнĕ номерĕнчи 8-мĕш страницăра пичетленнĕ «Документсенче - халăх кун-çулĕ» статьяра çырса кăтартнăччĕ/.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен Елчĕк районĕнчи станци ертÿçи Ирина Николаева уртаракан чире тата кайăк-кĕшĕк грипне хирĕç йĕркелекен мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Чĕрчунсен уртаракан чирĕ пирĕн районта тĕл пулать. Эрнекун Шуршури пĕр хуçалăх картишне хапха айĕпе тилĕ кĕнĕ, кил хуçин йыттине тапăннă. Сасса пула чупса тухнă арçын тилле çапса вĕлернĕ. Çакăн çинчен çийĕнчех Елчĕкри ветстанцине пĕлтернĕ. Вырăна çав кунах çитнĕ ветработниксем тилĕ чирлĕ пулнине палăртнă. Йытта вара маларах уртаракан чиртен прививка тунă пулнă.
Хаçат-журналтан, телевиденипе радио передачисенчен çĕршывăн кăнтăр регионĕсенче кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăлнă вырăнсене тупса палăртнине пĕлетпĕр. Çак хăрушлăх пире те пырса тивме пултарать: кăнтăр енчен тĕрлĕ вĕçенкайăксем вĕçсе килеççĕ, хăйсемпе кайăк-кĕшĕк грипĕ илсе килме пултараççĕ. Ирина Николаева çак чирсенчен сыхланмалли майсене палăртса каларĕ. /Çакăн çинчен хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех çырса парăпăр/.
Полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕн çумĕ Алексей Карабурнашев пĕлтернĕ тăрăх, районти уйрăм хуçалăхсене кĕрсе пурлăх вăрланин тĕслĕхĕсем ÿснĕ. Çавна май вăл тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ.
Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн çĕнĕ директорĕпе паллаштарчĕ. Евгения Михайлова нумай çул район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕнче ĕçленĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче нумай çул ăнăçлă вăй хунăшăн Николай Миллин ăна Тав çырăвĕ парса чыс турĕ, çĕнĕ ĕçре ăнăçу сунчĕ.