Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрÿ точкăсенче» çапăçнисен спартакиади

01 марта 2017 г.

Февраль уйăхĕн вĕçĕнче физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен «Улăп» комплексра «хĕрÿ точкăсенче» çапăçнă ветерансемпе инвалидсен, вĕсен çемйисен IV спартакиади иртнĕ.

Спартакиадăна Елчĕк, Муркаш, Тăвай, Комсомольски районĕсенче, Шупашкар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри хулисенче пурăнакан ветерансемпе вĕсен çемйисем хутшăннă.

Спартакиада тĕрлĕ енлĕ иртнĕ. Кашниех шывра ишессипе, шашкăлла, нарды, мини-футбол выляссипе, дартс енĕпе, кире пуканĕ йăтассипе, канат туртассипе, пневматикăлла винтовкăпа перессипе, автомата салатса пуçтарассипе мала тухма тăрăшнă. Хăш-пĕри спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе те ăмăртăва хутшăннă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем медальсене, дипломсене, призсене тивĕçнĕ, командăсене кубоксемпе чысланă. Ăмăртăва ирттерсе яма пулăшнă çынсене ветеран организацийĕн Тав çырăвĕсене панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика