Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси пирки халĕ шутламалла

22 февраля 2017 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн 2016 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ тата 2017 çулхи тĕллевсем çинчен унăн начальникĕ Зинаида Яковлева каласа пачĕ. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне Елчĕк районĕнче 7615 пенсионер шутланнă. Çав шутран 576-шĕ социаллă пенси илсе тăрать. Иртнĕ çулхи февраль уйăхĕнче ĕçлемен пенсионерсен пенси укçине 4 процент /кăçал 5,4 процент/, ĕçлекен пенсионерсен пенси укçине 3 балл таран ÿстернĕ. Пĕлтĕр пенсионерсен йышĕ 1420 çын ÿснĕ. Пенси фончĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл - пенси укçине вăхăтра шутласа парасси тата укçапа тивĕçтересси.  2016 çулта районти пенсионерсене Пенси фондĕнчен 987 млн тенкĕ, е уйăхсерен 82 млн тенкĕ тÿленĕ.

Амăшĕн капиталĕпе пĕлтĕр 87 çемье усă курнă.

Пенси фончĕн районти пайĕ граждансене электрон мелĕпе пулăшу парассине сарса пырать. Ку мелпе килтен тухмасăрах тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулать. Çавăн пекех ĕçлекен çынсем пуçтарăнса пыракан страховани взносĕ харпăр хăй счечĕ çинче мĕн чухлĕ пуçтарăнса пынине пĕлсе тăма пултараççĕ. Ун пек тăвас тесен патшалăх пулăшăвĕсен порталне кĕрсе «Личный кабинетра» регистрациленмелле. Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн ĕçченĕсем пенси ыйтăвĕсемпе çыхăннă ыйтусене ялсене тухса çÿресе ăнлантарассине йĕркеленĕ. Пĕлтĕр çакăн пек тĕлпулусене 85 хут ирттернĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ Марина Васильева та хăй ертсе пыракан организацин пĕлтĕрхи ĕçĕ-хĕлĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. 2016 çулта центра 791 çын ĕç шыраса пынă, 715 çынна ĕçе вырнаçтарнă, ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,43 процентпа танлашнă. Пĕлтĕр 51 çын штатсене чакарнипе ĕçсĕр тăрса юлнă, 31-шне ĕçе вырнаçтарнă. Центр ĕçсĕррисене çĕнĕ професси илмешкĕн вĕренме ярать. 2016 çулта çĕнĕ професси илнĕ 15 çын ĕçе вырнаçнă.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр 14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлеме вырнаçтарассипе те тимлет. Иртнĕ çуллахи каникул вăхăтĕнче 384 ача вăхăтлăха ĕçе вырнаçнă. Ытларах тулли мар çемьесенче е нумай ачаллă çемьери ачасене ĕç тупса пама тăрăшнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый иртнĕ эрнере пулса иртнĕ спорт ăмăртăвĕсемпе паллаштарчĕ /вĕсем çинчен паянхи кăларăмра çырса кăтартнă/.

Февралĕн 23-мĕшĕнче районта икĕ пысăк мероприяти иртет. Физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен «Улăп» комплекс умĕнче 10 сехетре «Çăварнине ăсатса яни» уяв, 11 сехетре ФОКра арçынсен фестивалĕ пуçланать.

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика