Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв-шуртан сыхланар

01 марта 2017 г.

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый эрне итогĕсене пĕтĕмлетсе районта пулса иртнĕ тĕп мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Февралĕн 21-мĕшĕнче Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çуртĕнче ирттернĕ район активĕн аслă пухăвĕнче районăн 2016 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвне пĕтĕмлетнĕ, 2017 çулхи тĕллевсене палăртнă. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем тата культура çурчĕн коллективĕ çак пысăк мероприятие тĕплĕн хатĕрленнĕ. Пуху умĕн 50 çул пĕрле пурăннă мăшăрсене - Тĕмерти Козловсене, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Шелтуковсене чысланă, экологи темипе «çавра сĕтел» йĕркеленĕ, культура çурчĕн спорт залĕнче волейбол енĕпе турнир ирттернĕ, фойере тĕрлĕ выставкăсем йĕркеленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин вĕсене ирттерме, йĕркелеме хастар хутшăннă ял тăрăхĕн администрацийĕнче тата культура çуртĕнче ĕçлекенсене Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Леонард Левый иртнĕ эрнере пулса иртнĕ ытти мероприятисене /вĕсем çинчен хаçатăн 3-4-мĕш страницисенче çырса кăтартнă/ тишкерчĕ, вĕсене йĕркелекенсене тав турĕ, массăллă мероприятисене асра юлмалла ирттерес тĕлĕшпе сĕнÿсем пачĕ.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин çурхи шыв-шур тапхăрне ирттерсе ярас ыйтупа тухса калаçрĕ. Çурхи шыв-шур тухнă тапхăрта кăткăс лару сиксе тухассине сирсе ярас тата асăрхаттарас, çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, плотинасемпе кĕперсене, экономикăпа социаллă объектсене арканасран сыхлас тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕн февралĕн 13-мĕшĕнче кăларнă 26-р-мĕш номерлĕ постановленийĕнче хатĕрленÿ ĕçĕсене палăртнă. Район территорийĕнче капиталлă 21 гидротехника сооруженийĕ, кунсăр пуçне çырмаллă вырăнсенче тăпраран купаласа, пăрăхсем хывса хăварнă пĕвесем, каçăсем, шыв юххисем чылай. Вĕсене пурне те сыхласа хăвармалла, пăрăхсене тасатмалла. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, яваплă çынсем гидротехника сооруженийĕсене тĕрĕслесе тухнă, вĕсене çурхи шыв-шур илсе каясран сыхласа тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерме палăртнă.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика