Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕ хавхалантарнă

20 февраля 2016 г.

Патреккелĕнчи Крыловсем ял-йышра пысăк хисепре. Борис Петрович шкул хыççăнах салтак шинельне тăхăннă. Икĕ çул Туркменистан çĕрĕнче çĕршыв чиккине сыхланă. Тÿскел хĕрĕпе, Людмила Ардалионовнăпа, çемье çавăрса икĕ ывăл çуратнă. Ачисем мĕн пĕчĕкрен çирĕп вăй-халлă, тĕрĕс-тĕкел ÿснипе, шкулта лайăх вĕреннипе, спортра туслипе палăрнă. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕсене ĕçре те пиçĕхтерме тăрăшнă. Арçын ача пулнине пăхмасăр пахчара çумкурăк тăратман вĕсем.

- Арçыннăн нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçа усмалла мар. «Эсир пулас салтаксем вĕт», - тесе калатчĕ пире атте. Пирĕншĕн атте, унăн пиччĕшĕ, куккасем, кукаçи, асатте ырă тĕслĕх пулнă. Пирĕн йăхра çар службинче пулман арçын çук. Эпир вĕсемпе танлашма тăрăшнă, - теççĕ халĕ Павелпа Сергей.
Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ывăлне салтака ярас мар тесе тем пек тăрăшать. Крыловсем ывăлĕсене яланах: «Тăван çĕршыва хÿтĕлемеллех. Салтак пăтти çисе курман арçын ар-çын мар. Салтак пурнăçĕ çирĕпрех пулма вĕрентет», - тесе вĕрентнĕ.
Павел Чăваш ялхуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан Раççей службине тăнă. Инженер-механик дипломне илнĕскер артиллери дивизионне лекнĕ. Çулталăк хушшинче Патреккел каччи хăйне ырă енчен çеç кăтартнă. Ахальтен мар Павел службăра тăнă часть командованийĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ячĕпе те Тав çырăвĕ янă. Аслă сержант званийĕпе службăна вĕçленĕ каччă халĕ Шупашкарта шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлет.
Кĕçĕнни, Сергей, салтакра чăваш ятне яман. Шупашкарти электромеханика колледжĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тăнă вăл Раççей çарĕн ретне. Халĕ вăл та Шупашкарта хăйĕн профессийĕпе ĕçлет.
Крыловсем Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кунне пурте пĕрле пухăнса çемьере паллă тăваççĕ, салтак пурнăçне аса илеççĕ. Вĕсен чăн-чăн уявĕ-çке вăл. Çитменнине ашшĕн, вĕсен наставникĕн, сумлă юбилей. Камран ырă тĕслĕх илмелли пур ачисен. Борис Петрович чăн-чăн çемье пуçĕ. Хальхи вăхăтра Елчĕкри газ участокĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ, Людмила Ардалионовна, 26 çул воспитательте тăрăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика