Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем ĕмĕрех çамрăк…

20 февраля 2016 г.

Аслă Елчĕкри хоккей площадкинче воин-интернационалистсене асăнса йăлана кĕнĕ хоккеистсен уçă турнирĕ иртрĕ.

Аслă Елчĕк ялĕнчен Афган вăрçине 24 çамрăк хутшăннă. Вĕсенчен пĕри - Анатолий Патшин воин-интернационалист çамрăклах сăртлă-туллă çĕршывра пуçне хунă. Унтах çапăçнă, анчах каярахпа тĕрлĕ чире пула Аслă Елчĕкĕн мухтавлă 6 ывăлĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Çемье те çавăрса ĕлкĕреймен каччăсем Аслă Елчĕксен асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. Пурăннă пулсан вĕсем те, пирĕн пекех, пурнăç илемĕпе киленнĕ пулĕччĕç...
Воин-интернационалистсене асăнса ирттернĕ уçă турнира уçнă май район пуçлăхĕ П.Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев, Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи В.Падуев, «вĕри точкăсенче» çапăçнă ветерансен Пĕтĕм Раççейри организацийĕн районти канашĕн ертÿçи П.Анисимов, Аслă Елчĕкри спорт юхăмĕн ветеранĕ В.Орехов «чăн-чăн арçын вăййине» кăмăллакансене сывлăх, ăнăçу сунчĕç, çак турнир çынсен пурнăçĕнче, çамрăксене патриотла воспитани парассинче паллă вырăн йышăннине палăртрĕç.
Уçă турнира районти Аслă Елчĕкри, Тÿскелĕнчи, Патреккелĕнчи, Тĕмерти, Лаш Таяпари, Тăрăмри хоккеистсен командисемсĕр пуçне иртнĕ çул воин-интернационалистсене асăнса ирттернĕ турнир çĕнтерÿçи, куçса çÿрекен кубока çĕнсе илнĕ Комсомольски районĕнчи Нĕркеçри хоккей вăййине кăмăллакансем те хутшăнчĕç.
Кунĕпех пычĕ хĕрÿ кĕрешÿ - кашниех мала тухма талпăнчĕ. Çанталăкĕ те, йышлă пухăннă болельщиксем те хоккеистсен кăмăлне çĕклерĕç.
Турнира Патреккелсем Лаш Таяпари хоккеистсен командине 3:1 шутпа çĕнтернинчен пуçларĕç. Унтан Тÿскелсем Нĕркеçсенчен 3:2 шутпа, Тĕмерсем Тăрăмсенчен 5:3 шутпа, Аслă Елчĕксем Патреккелсенчен 1:0 шутпа выляса илчĕç.
Финалта хоккей площадкин хуçисем - Аслă Елчĕксем Тÿскелсемпе тĕл пулчĕç. Ăнăçу хăнасем енче - Тÿскелсем Аслă Елчĕксене 3:2 шутпа çĕнтерсе турнирăн куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илчĕç.
Турнирта хастар хоккеистсене те палăртрĕç. «Чи лайăх тапăнса вылякан» - Тÿскелĕнчи Владимир Анисимов. Аслă Елчĕкри Артем Чернов «Чи лайăх хÿтĕленсе вылякан», Патреккелĕнчи Николай Сенькин «Чи лайăх вратарь» ятсене тивĕçрĕç. Вĕсене ятарлă призсем парса чысларĕç.
Çĕнтерÿçĕпе призерсен йышне кĕнĕ командăсем грамотăсемпе медальсене тивĕçрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика