04 сентября 2013 г.
Архивра сыхланса юлнă документсем Елчĕк ялĕ 1587-1588 çулсенче пуçланса кайнине çирĕплетеççĕ. Куславкка районне кĕрекен Елчĕк (Карамышево) ялĕнчи Ахтирек ятлă çын, унпа пĕрле ясак тỹлесе пурăнакан ытти хресченсем кунта чи малтан куçса килнĕ, çĕр ĕçĕпе аппаланма тытăннă. Малтанхи Елчĕк хальхи дачăсем вырнаçнă çĕрте пулнă.
Ахтирек - тĕне кĕмен чăваш ячĕ, кунта тĕне кĕмен чăвашсем пурăнни çинчен улăхсемпе çырмасен ячĕсем те пĕлтереççĕ. Елчĕкри ипподром лаптăкне, Акатуй ирттерекен вырăна Ырсамай теççĕ. Ку вăл сăрт çинчи Ырăсен ячĕ тенине пĕлтерет. Ырăсем - чăваш халăхĕ хисеплекен турăсем. Куçса килнĕ чăвашсем 4 çырма тăрăхне суйласа илнĕ - Ичук, Палтуй, Тарăн, Таяпинка. Ичук çырми хальхи кирпĕч завочĕ çумĕнче вырнаçнă, унăн ячĕ çак вырăнта чỹк тунипе çыхăннă. Манăн аслă пичче Рево Носов ача чухне çак вырăнта тĕрлĕ япаласем тупни çинчен каласа кăтартатчĕ: çурт никĕсĕн пуканĕсем, çын кĕлеткин шăммисем... Палтуй çырми пуçĕнчи айлăмра шурлăх евĕрлĕ лаптăк пулнă. Ăна Чарлан çырми тесе те каланă. Унтан пăчăртатса çуллă шыв тухнă. Пичче: "Çак вырăнта нефть çук-ши"? - тетчĕ. Çырмана мĕншĕн Палтуй тенĕ? Куçса килнĕ ял çыннисем тырă-пулă тухăçлăрах çитĕнтĕр тесе тата тепĕр çĕре - Кĕçĕн Пăла тата Таяпинка юхан шывĕсем пĕрлешнĕ вырăна куçса лараççĕ.
Революциччен Елчĕк Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕнчи Элкел вулăсĕнче шутланса тăнă. Елчĕк ен, унăн ялĕсем çинчен истори наукисен докторĕ В.Дмитриев профессор çырнă "Чувашские исторические предания" кĕнекере вуласа пĕлме пулать.
Елчĕк ялĕнчи йышлă йăхсем - Архиповсемпе Барановсем, Беляевсемпе Блиновсем, Васильевсемпе Вороновсем, Гаврушовсемпе Егоровсем, Ишмуратовсемпе Ивановсем, Карамаликовсем, Козловсемпе Кирилловсем, Кудряшовсемпе Лазаревсем, Лобанчиковсемпе Мольковсем, Молодовсемпе Мудрецовсем, Носовсемпе Павловсем, Сайкинсемпе Седовсем, Сырцовсемпе Степановсем, Трофимовсемпе Уразаевсем, Черновсемпе Яковлевсем, Нягинсемпе Сергеевсем. Елчĕк ялĕ мĕн авалтанпах эрнере пĕрре пулса иртекен, йĕри-таврари ял халăхне хăй патне илĕртсе тăракан шавлă пасарĕпе уйрăлса тăнă. Хальхи Беляев урамĕнче урапасем, тикĕт сутнă. Сад пăралукĕнче пулă, Кооператив урамĕнче пĕрене, тăвар, пусма-тавар сутнă. Пасара Чулхуларан, Аçтăрханран, Теччĕрен сутуçăсем килсе çỹренине каласа кăтартаççĕ ватăсем. Вĕсем çывăхри кил-çуртсене хваттере кĕрсе пурăннă, кил хуçисем вĕсене тараватлăн кĕтсе илнĕ.
Елчĕк ялĕн çав вăхăтри асра юлмалли пысăк пулăмĕ - электричествăпа тивĕçтерекен станци тума тытăнни. 1937-1938 çулсенче кунта çак ĕçе хавхаланса пикеннĕ, ĕçлеме таврари паллă ăстасене явăçтарнă. Тĕп инженерĕ Петров хушаматлăскер пулнă, вăл çемйипех Шупашкартан куçса килнĕ. Ăна пулăшаканĕ Виктор Анисимович Лобанчиков пулнă. "Колхоз ялавĕн" 1939 çулхи пĕр номерĕнче пичетленнĕ информацирен гидроэлектростанцие тума 500 пин тенкĕ укçа тăкакланине пĕлме пулать. Елчĕкри гидроэлектростанци пирки документлă кинохроника та ỹкернĕ. 1939 çулта Елчĕкре плотина та туса пĕтернĕ. Шыв çырантанах тулли тăнă. Петр Викторович Лобанчиков ĕç ветеранĕ унăн таппи Тăрăм ялĕ патнех çитни çинчен каласа кăтартать. Аслă кĕпере (хальхи "Радуга" патĕнче пулнă йывăç кĕпер) пăр кайнă чухне кашни çуркунне (çак ĕçе Аслă Елчĕк çыннисем пурнăçланă) салатса пуçтарса хунă. Пĕр çулхине темшĕн кĕпере вăхăтра илсе ĕлкĕреймен, çурхи шыв вăйлă капланса килнĕ май кĕпере юхтарса каять. Кĕпер çинче вара 10-15 çын та пулнă. Телей пулнă, шыв юхăмĕ кĕпере çыран хĕррине тĕртсе ярать, çыннисем çыран хĕррине чупса тухса ĕлкĕреççĕ.
Гидроэлектростанцин хăвачĕ 100-200 киловатпа танлашма пултарнă. Анчах вăл нумаях ĕçлеймен. Вăрçă вăхăтĕнче пĕтĕм вăй-хăвата тăшмана çĕнтернĕ çĕре янă тата ытти сăлтавсене пула плотина юхăннă. Çынсем унти пĕренесене вутă тума сĕтĕрсе пĕтереççĕ, ытти ĕç тума усă кураççĕ. Унта ĕçлекенсем валли тунă çуртне хальхи тĕп библиотека вырăнне куçарса лартаççĕ, малтан лавкка, каярахпа фотоателье уçаççĕ.
Хальхи вăхăтра Елчĕк ялĕнче 3103 çын пурăнать, çав шутран арçынсем - 1499, хĕрарăмсем - 1604. 90 çултан иртнĕ ватăсем - 32 çын. Чи ваттисем:Евгения Семеновна Кушникова (99 çулта), Агриппина Ивановна Мисякова (96 çулта), Мария Деомидовна Абрамова (94 çулта), Мариамна Филипповна Адюкова (94 çулта). 1923 çулта çуралнисем - 3, 1924 çулта çуралнисем - 6, 1925 çулта çуралнисем - 3, 1926 çулта çуралнисем - 3, 1927 çулта çуралнисем - 4, 1928 çулта çуралнисем - 6 çын. Вăрăм ĕмĕрлĕ арçынсем хушшинче пурĕ те 4 арçын анчах: Александр Баранов, Роберт Бобылев, Павел Кондратьев, Николай Шаков.
Пирĕн ялта ĕçпе чапа тухнисем, пысăк çитĕнỹ тунă çынсем те сахал мар. Эпир вĕсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ А.Ф.Беляев çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Çак куна халалласа Елчĕкре чаплă мероприяти иртрĕ. Ашшĕне çуралнă çĕр-шывра мĕн тери хисепленине, сума сунине унăн Светлана хĕрĕ хăй куçĕпе курса ĕненчĕ. Сергеевсен çемйинчи наука çыннисем - Юлия, Евдокия, Мария, Андрей. Вĕсен йăхĕнчи хальхи вăхăтри тепĕр паллă çын - Роберт Баранов, вăл - çар наукисен докторĕ. Чăваш халăх артисчĕ Игнатий Молодов, Клавдия Стахеева актриса, Анатолий Носов техника наукисен кандидачĕн ячĕсене те Елчĕкре çуралса ỹснисем пурте лайăх пĕлсе тăраççĕ. Василий Кудряшов районта чи малтан футбол вăййине, Николай Мольков штанга, кире пуканĕ йăтассине йĕркелесе янă. Илья Ишмуратов - йывăр атлетика тĕлĕшĕпе спорт мастерĕ, Алексей Ишмуратов Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, РФ халăх вĕренĕвĕн отличникĕ ятсене тивĕçнĕ. Петр Молодов Çĕнтерỹ парадне хутшăнма тивĕç пулнă. Юрăçсен - Алексей Московский, Красновсен - Петр тата Антонина ячĕсем те чăваш халăхĕ хушшинче анлăн сарăлнă. Николай Кедров - педагог, журналист, вăл Хусанти тĕн академине пĕтернĕ. Борис Павлов, Вениамин Архипов - СССР хисеплĕ донорĕсем, Андрей Демидов - живописец, Зинаида Каринкина - йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕ, Николай Сайкин - патшалăх общество деятелĕ.
Елчĕк ялĕ район центрĕ пулнă май тĕрлĕ учрежденисемпе, ĕç вырăнĕсемпе палăрса тăрать. Ял сăн-сăпачĕ куллен илемленсе, хитреленсе пырать. Килнĕ хăнасем пирĕн ялăн тасалăхне курса савăнаççĕ, мĕнле пĕчĕк хула теççĕ.
Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче - Елчĕксен престол уявĕ - таса пурнăçлă Александр Невский кунĕ. Кăçал Елчĕк ялĕ пуçланса кайнăранпа 425 çул çитет. Ăна халалласа çак кун Елчĕкре чаплă уяв ирттерме палăртнă. Пурне те уява хутшăнма чĕнетпĕр. Конкурссемпе выставкăсене йĕркелеме ушкăнпа хутшăнар, хамăрăн йăх-несĕлĕн пурнăçне каласа кăтартар, кăсăклă сăн ỹкерчĕксемпе, авалхи çурт-тĕрĕшри япаласемпе, апат-çимĕçпе паллаштарар.
Л.МОЛОДОВА.