Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каялла çаврăнса килет

17 августа 2013 г.

Çулла - ачасемшĕн чи хаваслă вăхăт. Ир-ирех тăрса шкула чупмалла мар, урока хатĕрленсе киле панă ĕçпе те тертленмелле мар... Кан та кан, выля та кул, кĕркунне çитиччен çĕнĕ вăй пухса юл!

Шкул вара ачасене кăçал çĕнĕ тумпа кĕтет. Хальччен ку ыйту татăклă пулманччĕ-ха: кама мĕнлерех килĕшет, çапларах тумланатчĕç ачасем. Тинех Раççей Президенчĕ алă пусса çирĕплетнĕ документ пурнăçа кĕрет: пур ачан та пĕрешкел тум - шкул форми пулмалла.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Кушкă шкулĕнче вĕренекенсем те, çĕр-шыври пур ачасем пекех, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вĕр çĕнĕ тум туянаççĕ. Класс ертỹçисем ачасен ашшĕ-амăшĕпе курса калаçаççĕ, сĕнỹсем параççĕ. Лавккасенче, пасарта кĕпе-костюм тăхăна-тăхăна пăхакан хĕр ачасемпе арçын ачасене курсан кирек камăн та (аслă ăрури çынсен пушшех те!) чунĕ савăнать. Манăçа тухнă шур саппунлă хăмăр кĕпесем каялла çаврăнса килсе модăна кĕреççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика