Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене - тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ

18 мая 2013 г.

 

Нумай ачаллă çемьесене - тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ

Чăваш Республикинче икĕ çул каялла виçĕ е унтан та ытларах ачаллă çемьесене уйрăм хушма хуçалăх йĕркелеме, çурт-йĕр хăпартма, дача çурчĕ тума çĕр лаптăкне тỹлевсĕр майпа хăйсен харпăрлăхне уйăрса парасси çинчен саккун йышăннă. Асăннă саккун республикăри хуласемпе районсенче епле пурнăçа кĕни çинчен Чăваш Республикинчи пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина каласа кăтартать.

- Светлана Александровна, нумай ачаллă хăш çемьен çĕр лаптăкне тỹлевсĕр илме право пур?

- Чăваш Республикин 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çирĕплетнĕ саккунĕпе килĕшỹллĕн 18 çула çитмен виçĕ е унтан та ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене çĕр лаптăкне харпăрлăха тỹлевсĕр параççĕ.

- Нумай ачаллă миçе çемье çак саккунпа усă курать?

- Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин кăтартăвĕсем тăрăх республикăра 8000 ытла нумай ачаллă çемье шутланать. Çав шутран 3000 ытла çемьене хăй тытăмлăх органĕсенче çĕр лаптăкĕ уйăрса пама учета илнĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче тата Çĕрпỹ, Вăрнар, Комсомольски районĕсенче учета илнĕ çемьесен хисепĕ чи пысăкки.

- Миçе çемьене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса панă?

- Хальхи вăхăтра нумай ачаллă 1144 çемьене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса панă: 643-шне - уйрăм çурт-йĕр тума, 456-шне - хушма хуçалăх йĕркелеме, 45-шне - дача çурчĕ тума.

- Уйăрса панă çĕр лаптăкĕсенче строительство ĕçĕсене тума нумай çын пикеннĕ-и? Пирĕн районта ку тĕлĕшĕпе лару-тăру епле?

- Строительство ĕçĕсене тума пикеннĕ çемьесем нумаййăн та мар - 100-е яхăн çын анчах. Асăннă категорири граждансем строительство ĕçĕсене пикенме укçа-тенкĕ çитменнипе тытăнса тăраççĕ.

Елчĕк районĕнче çĕр лаптăкĕ уйăрса пама нумай ачаллă 38 çемьене учета илнĕ. Вĕсенчен 26-шне (68 процент) сертификат панă.

- Çĕр лаптăкне учета илнĕ хыççăн пĕр уйăхран анчах уйăрса параççĕ. Çак вăхăтра çемьери аслă ача 18 çул тултарсан муниципалитет пĕрлешĕвĕн администрацийĕ нумай ачаллă çемьене çĕр лаптăкĕ уйăрса памалли списокран кăларса пăрахмасть-и?

- Иккĕленмелли çук. Çĕр лаптăкĕ уйăрса пама учета илнĕ хыççăн ача 18 çул тултарать пулсан та çак çемьене учетран тата реестртан кăларма нимĕнле ирĕк те пулманнине саккунра палăртсах каланă.

- Район администрацийĕ сĕнекен çĕр лаптăкне хирĕçлеме, йышăнмасса пулать-и?

- Паллах. Нумай ачаллă çемье тĕрлĕ сăлтава пула хăйне килĕшмен çĕр лаптăкне харпăрлăх правине çирĕплетнĕ пулсан та, илмессе, йышăнмасса пултарать. Çакăн валли тивĕçлĕ заявлени анчах çырмалла. Ку лару-тăрура нумай ачаллă çемьене чи кайри списокра çĕнĕрен учета илеççĕ, сĕнекен çĕр лаптăкне виçĕ хутчен хирĕçлекен çемьене черетрен кăлараççĕ. Каярахпа вĕсем тепĕр хутчен çĕр лаптăкĕ уйăрса пама ыйтса çырма пултараççĕ.

- Пуш уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн республикăра РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн ĕçлĕ ушкăнĕ пулса курчĕ. Вĕсем регионра нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса панипе кăсăкланчĕç. Комисси çакна мĕнле хакларĕ?

- Комисси членĕсем Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса панипе, уйрăммăн илсен Шупашкар хулин, Сĕнтĕрвăрри тата Çĕрпỹ районĕсен администрацийĕсем çĕр лаптăкĕсене уйăрса парас тĕлĕшĕпе мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Вĕсем Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне тивĕçлипе хакларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика