27 апреля 2013 г.
Тỹскел ялĕнчи юрра-ташша маçтăр - тивĕçлĕ канури хĕрарăмсемпе арçынсем хăйсен пултарулăх ушкăнне йĕркелесе яма, çапла майпа кĕске вăхăт хушшинчех куракансен хисепне çĕнсе илме пултарчĕç. Унпа пĕрлех вĕсем экологи субботникне те хавхалануллă кăмăл-туйăмпа хутшăнчĕç.
Иртнĕ ырă вăхăтсенчи "субботник - ĕç уявĕ" текен ăнлав халĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕм йышпа пĕрле тăрăшни - пысăк савăнăç. Тỹскелĕнчи "Шуçăм" юрăпа ташă ушкăнĕн членĕсем - Вениамин Игнатьев, Раиса Андреева, Зинаида Ермолаева, Нина Александрова, Антонина Кузьмина, Галина Маркова, Антонина Смирнова, Елена Разумова, Алевтина Александрова, Елизавета Смирнова, Александр Смирнов, Николай Чернов, Всеволод Александров, Герман Кучков Мăнкун, Аслă Çĕнтерỹ уявĕсене кĕтсе илме хатĕрленсе вăрçăра вилнисене асăнса лартнă ялти палăк йĕри-таврашне çỹп-çапран тасатса тирпейлерĕç. Çитес кунсенче вĕсем масар, унти часавай таврашне тирпей-илем кĕртме тухма палăртаççĕ.
Мăнкун кунĕ, каç кỹлĕм Тỹскелĕнчи "Шуçăм" пултарулăх ушкăнĕ ял çыннисемпе унăн хăнисене ĕлĕкхи йăла-йĕркесене асра тытса Мăнкун ретне йыхравлать...
Источник: "Елчĕк Ен"