01 декабря 2012 г.
Чỹк уйăхĕн тăршшĕпех республикăра СПИДа хирĕç кĕрешес енĕпе уйăхлăх пычĕ. Çак тапхăрта медицина ĕçченĕсем шкулсенче, организацисемпе предприятисенче пулса чиртен мĕнле сыхланмаллине ăнлантарса пачĕç. Уçă алăксен кунĕсенче ВИЧ инфекцине тупса палăртас тесе юн анализĕ илчĕç. Унччен СПИД чирĕ çинчен ытларах хаçатра вуласа пĕлеттĕмĕр. Шел, халĕ вăл пирĕн тăрăха та çитнĕ. Юлашки вунă çулта республикăра ВИЧ инфекцийĕпе чирлĕ 1437 çынна тупса палăртнă. Çулран-çул çак хура списока кĕрекенсем йышланса пыраççĕ. Кăçал 103 çын чирленĕ. Хăрушă чирпе чирленĕ çынсенчен 283-шĕ, кăçал кăна 27-шĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Пирĕн районта та ВИЧ инфекцийĕпе чирлĕ 13 çын шутра тăрать. Кăçал 2 çынна чирлисен ушкăнне кĕртнĕ. Çавăн пекех районти 3 çын çак чире пула пурнăçпа вăхăтсăр сыв пуллашрĕ. Чунĕ тухиччен питĕ асапланчĕç çамрăксем. ВИЧ - иммунитет вăйне чакаракан вирус. Унпа тепĕр çын урлă кăна чирлеме пулать: ар çыхăнăвĕпе, чирлĕ çыннăн юнĕпе вараланса тата чирлĕ хĕрарăм ача çуратса. Чир часах палăрмасть. Вирус организма кĕрсен виçĕ эрнерен пуçласа виçĕ уйăх таран ним палли те пулмасть. Кайран сунас лекнĕн туйăнать, ỹт-пỹ температури ỹсме пултарать, пыр ыратать. Унтан çак паллăсем тăватă-пилĕк кунтан хăйсемех иртеççĕ. Çак тапхăр 2-3 эрне таран тăсăлать. Ун хыççăн каллех хăйне лайăх туять, нимĕн те ыратмасть. Çак вăхăтра организмра вирус питĕ вăйлă аталанма пуçлать, пĕтĕм органсене саланса пĕтет. Çак тапхăр 3-5 çул, хăш чухне 10 çул таран та тăсăлать. Организмра вирус малалла аталанса, йышланса пынă май çын хăйне япăх туйма пуçлать: ỹт виçи ним сăлтавсăрах чакса пырать, ỹт-пỹ температури тăтăшах ỹсет, вăй чакать, вар-хырăм аптăратма пуçлать, ỹслĕкрен, ỹпке шыççинчен кирлĕ эмелсем ĕçсен те иртсе каймасть, пуç мими чирлет. Çак çынна вăйсăрлатса, хавшатса, шалтан-шала кайса йывăр чирлеттерет. ВИЧ инфекцийĕ - хăрушă чир. Унран сипленмелли эмел шутласа кăларман-ха. Çавăнпа та хамăра хамăр упрани шанчăклăрах. Н.МУЛЯКОВА, районти тĕп больницăри инфекционист врач. |
|

Чỹк уйăхĕн тăршшĕпех республикăра СПИДа хирĕç кĕрешес енĕпе уйăхлăх пычĕ. Çак тапхăрта медицина ĕçченĕсем шкулсенче, организацисемпе предприятисенче пулса чиртен мĕнле сыхланмаллине ăнлантарса пачĕç. Уçă алăксен кунĕсенче ВИЧ инфекцине тупса палăртас тесе юн анализĕ илчĕç. Унччен СПИД чирĕ çинчен ытларах хаçатра вуласа пĕлеттĕмĕр. Шел, халĕ вăл пирĕн тăрăха та çитнĕ. Юлашки вунă çулта республикăра ВИЧ инфекцийĕпе чирлĕ 1437 çынна тупса палăртнă. Çулран-çул çак хура списока кĕрекенсем йышланса пыраççĕ. Кăçал 103 çын чирленĕ. Хăрушă чирпе чирленĕ çынсенчен 283-шĕ, кăçал кăна 27-шĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Пирĕн районта та ВИЧ инфекцийĕпе чирлĕ 13 çын шутра тăрать. Кăçал 2 çынна чирлисен ушкăнне кĕртнĕ. Çавăн пекех районти 3 çын çак чире пула пурнăçпа вăхăтсăр сыв пуллашрĕ. Чунĕ тухиччен питĕ асапланчĕç çамрăксем. ВИЧ - иммунитет вăйне чакаракан вирус. Унпа тепĕр çын урлă кăна чирлеме пулать: ар çыхăнăвĕпе, чирлĕ çыннăн юнĕпе вараланса тата чирлĕ хĕрарăм ача çуратса. Чир часах палăрмасть. Вирус организма кĕрсен виçĕ эрнерен пуçласа виçĕ уйăх таран ним палли те пулмасть. Кайран сунас лекнĕн туйăнать, ỹт-пỹ температури ỹсме пултарать, пыр ыратать. Унтан çак паллăсем тăватă-пилĕк кунтан хăйсемех иртеççĕ. Çак тапхăр 2-3 эрне таран тăсăлать. Ун хыççăн каллех хăйне лайăх туять, нимĕн те ыратмасть. Çак вăхăтра организмра вирус питĕ вăйлă аталанма пуçлать, пĕтĕм органсене саланса пĕтет. Çак тапхăр 3-5 çул, хăш чухне 10 çул таран та тăсăлать. Организмра вирус малалла аталанса, йышланса пынă май çын хăйне япăх туйма пуçлать: ỹт виçи ним сăлтавсăрах чакса пырать, ỹт-пỹ температури тăтăшах ỹсет, вăй чакать, вар-хырăм аптăратма пуçлать, ỹслĕкрен, ỹпке шыççинчен кирлĕ эмелсем ĕçсен те иртсе каймасть, пуç мими чирлет. Çак çынна вăйсăрлатса, хавшатса, шалтан-шала кайса йывăр чирлеттерет. ВИЧ инфекцийĕ - хăрушă чир. Унран сипленмелли эмел шутласа кăларман-ха. Çавăнпа та хамăра хамăр упрани шанчăклăрах. Н.МУЛЯКОВА, районти тĕп больницăри инфекционист врач.
Источник: "Елчĕк Ен"