Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хальхинче те чи вăйлисем

04 апреля 2012 г.

Кăçал Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ уçăлнăранпа 30 çул çитет. Спорт шкулĕнче йывăр атлетика уйрăмĕ ĕçлеме пуçлани спортăн çак тĕсне малалла аталантарма май панă. Елчĕк районĕнчи çамрăк штангистсен команди 1982 çултанпа республика ăмăртусенче çулсерен çĕнтерỹçĕсен е призерсен йышне кĕрет. Шăмат кун Елчĕксем çакна тепĕр хут çирĕплетрĕç. 17 çула çитмен каччăсемпе хĕрсем республика чемпионатĕнче вăй виçме Елчĕке Шупашкартан, Çĕнĕ Шупашкартан, Патăрьел, Етĕрне, Улатăр, Çĕмĕрле, Вăрнар районĕсенчен килнĕ. Вĕсене Чăваш Республикинчи йывăр атлетика федерацийĕн председателĕ В.Иванов, "Чăваш Республикин сборнăй командисем хатĕрлекен А.В.Игнатьев ячĕллĕ спорт центрĕ" бюджет учрежденийĕн директорĕ С.Шелтуков, район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн çумĕ В.Баймушкин саламларĕç, ăмăртура ăнăçусем сунчĕç. С.Шелтуков, олимп резервĕсем хатĕрлекен Шупашкарти училищинче вĕренекенсене - спорт мастерĕн кандидатне Любовь Иноходовăна (Аслă Пăла Тимеш) тата спорт мастерне Ирина Баймушкинăна (Етĕрне) Раççей Федерацийĕн Вĕренỹ министерствин Дипломĕсене пачĕ. Вĕсем çакна спортри пысăк çитĕнỹсемшĕн тивĕçнĕ. Сăмах май каласан икĕ спортсменка та (вĕсем 44 тата 48 кг çитичченхи виçесенче вăй виçрĕç) çак кун яланхиллех ăнăçлă ăмăртрĕç, çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Республикăри турнирта 10-12 çулхи хĕр ачапа арçын ачаран пуçласа 17 çула çитичченхи каччăпа хĕр таран вăй виçрĕ. Чи çăмăл - 34 кг çитичченхи виçере Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕренекен Екатерина Ертмакова тантăшĕсенчен вăйлăраххи палăрчĕ. Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ пухакан Владимир Викторов, 56 кг виçере ăмăртнăскер, 64 кг штангăна урайĕнчен тỹрех йăтса илчĕ, кăкăр çинчен 75 кг тĕртрĕ, икĕ енлĕ ăмăртура 139 кг пухрĕ. Çапла майпа республика чемпионĕ пулса тăчĕ. 62 кг виçере Елчĕкри ДЮСШн тепĕр воспитанникĕ Андрей Александров палăрчĕ. Вăл турнирта çĕнтерчĕ кăна мар, çитĕннисен пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне тултарчĕ. Район командишĕн тупăшнă ытти çамрăксем те лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Хăйсен виçисенче Дмитрий Зайцев (Çĕнĕ Пăва), Василий Новиков (Курнавăш), Михаил Кушников, Александр Марков (Энтепе), Валентина Ананьева (Çĕнĕ Пăва), Маргарита Портнова (Аслă Пăла Тимеш) - иккĕмĕш, Андрей Чермаков (Курнавăш), Эдуард Миронов (Энтепе) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Командăсен тупăшăвĕнче Елчĕк районĕнчи çамрăк спортсменсем икĕ ушкăнра та çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Хĕрсен ушкăнĕнче иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Шупашкар хулин тата Патăрьел районĕн, каччăсен ушкăнĕнче Патăрьел районĕн тата Шупашкар хулин командисем йышăнчĕç. Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче çамрăк штангистсем тепĕр хут Елчĕке пуçтарăнаççĕ. Вĕсем А.Кедрова асăнса иртекен йăлана кĕнĕ турнирта вăй виçеççĕ. ххх Çак кунсенче йывăр атлетикăн районти федерацийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта йывăр атлетикăн федерацийĕн председателĕ пулма "Прогресс" акционерсен хупă обществин директорне, спорт мастерĕн кандидатне Петр Скворцова, федерацин яваплă секретарьне Елчĕкри вăтам шкулти физкультура учительне, СССР спорт мастерне Виктор Демьянова суйланă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика