Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ конкурс

02 марта 2012 г.

 Районти ача-пăча сачĕсенчи тата шкулсенчи шкулчченхи ушкăнсенче çĕнĕлĕхсемпе ĕçлекен талантлă педагогсене тупса палăртас, вĕсене пулăшас тата хавхалантарас тĕллевпе районта "Çулталăкри воспитатель _ 2012" конкурс ирттерме палăртнă. Кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый ятарлă приказ кăларнă, професси ăсталăхне палăртакан районти конкурсăн положенине çирĕплетнĕ. Унта, миçе çултине пăхмасăр, икĕ çултан кая мар воспитательте тăрăшакансем хутшăнма пултараççĕ. Конкурсра кашни ача садĕнчен, шкултан пĕрер воспитатель тупăшĕ. Документсене йĕркелỹ комитетне пуш уйăхĕн 5-мĕшĕччен тăратмалла

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика