31 июля 2010 г.
Галошевсемпе Шурбинсем Елчĕкре Первомайски урамĕнче, район хаçачĕн редакцийĕпе юнашарах пурăнаççĕ. Çавна май эпир кỹршĕсен урама тухакан пысăк пахчинче çитĕнекен чечекĕсем çеçке çурнине курса вĕсен умĕпе кашни кун савăнса иртетпĕр. Иртен-çỹрен, редакцие пыракан ытти çынсем те çакна па- лăртса каланине пĕр хутчен анчах илтме тỹр килмен пире. Илеме пурте юрататпăр-çке. Нумаях пулмасть Галошевсемпе Шурбинсен райри пек пахчисене харăсах тăватă "акăш" "вĕçсе килсе" ларнине асăрхарăмăр. Анчах юнашар ялти çынсем "акăшсене" пиртен маларах та курма пыма, ăна мĕнле ăсталанине тĕпчесе пĕлсе хăйсен килĕсенче вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ иккен. Районти шкулсен, ача сачĕсен пахчисенче, темиçе çĕрте те, халĕ "акăшсене" асăрхама пулать. Патреккелте пурăнакан Геннадий Борисов килĕнче ятарласа пĕчĕк кỹлĕ алтнă, шывра çак илемлĕ вĕçен кайăксем анчах çитмеççĕ. Ăна вăл Галошевсем патне ятарласа курма пынă хыççăнах ăсталама тытăннă. Светлана Галошева пĕр журналра пахчари пĕчĕк кỹлĕ тавра "акăшсем" вырнаçтарма, ăна йỹнĕ материалпа усă курса çăмăл майпах ăсталама пулнине вĕ- рентсе çырнине тупса вуланă. Ăна вăл хăйĕн кỹршине, Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче ĕçлекен Иван Шурбина кăтартнă. Вăл "акăшсене" ăсталаса та лартнă. Галошевсен пỹлĕмре çитĕнекен чечексем те çав тери нумай. Вĕсене курсан куç-пуç алчăраса каймалла. Фиалкăсем анчах 60 тĕрлĕ! Темиçе тĕрлĕ Бегони, Строманта, Примула, Антуриум, Фикус... Çак илеме пĕтĕмпех кил хуçи хĕрарăмĕ - Светлана тăвать. Калама ансат, анчах çакăн чухлĕ чечеке куллен пăхса, сăнаса тăма мĕн чухлĕ вăхăт, чăтăмлăх кирлĕ пулĕ. Килĕнче миçе тĕрлĕ ỹсен- тăран пуррин шутне те тахçанах манса кайнă Светлана вара чечексемсĕр пурăнаймасть те тейĕн. - Хулана кайсан та хĕрĕм чечек сутакан лавккаран тухма пĕлмест, шав килте çук çĕнĕ чечек шырать, туянать, - тет Светланăн амăшĕ Тамара Филимоновна Васильева. Сăмах май, çак ăш пиллĕ, сăпайлă хĕрарăма районта палламан, пĕлмен çын та сахал. Мĕншĕн тесен вăл хăйĕн пĕтĕм ĕмĕрне, пурĕ 35 çул, Аслă Пăла Тимешри участок больницинче шăл тухтăрĕнче тивĕçлипе ĕçлесе ирттернĕ, ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ. Тамара Филимоновна халĕ тивĕçлĕ канура, вăл час-часах Елчĕкре хĕрĕ патĕнче пулать. Светлана та амăшĕн çулĕпе утать, районти тĕп больницăра стоматологи уйрăмĕнче тăрăшать, вăл - шăл протезĕсем тăвакан техник. Тамара Филимоновнăшăн хĕрĕн çемйинчен хакли, çывăхраххи урăх никам та çук, вăл вĕсен савăнăçĕпе-хуйхипе пурăнать. Виталий мăнукĕ кăçал вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ, кукамăшĕ унăн пуласлăхĕшĕн, пурнăçри ăнăçлăхĕшĕн Турăран ыйтать...
Источник: "Елчĕк Ен"