Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки гектарсем

28 июля 2010 г.

Акционерсен "Прогресс" хупă обществинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене юлашки гектарсем çинчен пухса кĕртеççĕ. Кăçал кунта тĕш тырă 700 гектара яхăн лаптăкра çитĕннĕ. Вырмана пурнăçлама кашни çул тĕплĕн хатĕрлекен, ку чухнехи хăватлă техникăпа усă курса ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕшĕн кăçалхи уяр çанталăк условийĕнче ĕç çине хутшăнасси йывăрах та пулмарĕ. Çавна май вĕсем уй-хирте çитĕннĕ мĕн пур пек тыр-пула кĕске вăхăтра пухса кĕртме пултарчĕç. Хальхи вăхăтра юлашки гектарсем çинчи тулла çапса тĕшĕлеççĕ. Пуçа çĕклеме çук шăрăх çанталăкра хирте ĕçлекенсене те çăмăл мар. Апла пулин те çĕр хуçисем хăйсене çирĕп тытрĕç, шанса панă ĕçре пурте яваплăха туйса тăрăшрĕç. Валерий Куприянов "Дон _1500" комбайна кăлтăксăр, тухăçлă ĕçлеттерчĕ, çавна май унăн экипажĕ пуринчен те ытларах тĕш тырă çапса тĕшĕлеме пултарчĕ. Александр ывăлĕ ăна пулăшакан пулса ĕçлерĕ. Кудрявцевсем те "уй-хир карапĕн" штурвалне çирĕп тытрĕç. Владимир _ опытлă комбайнер, Елена вара пĕрремĕш çул анчах мар мăшăрĕпе ĕç çине хутшăнать. "Акрос" комбайн хуçи _ Сергей Муллин. Ашшĕ Владимир Муллин ăна пулăшакан пулса тăрăшать. Комбайнсем патĕнчен йĕтеме тырă турттаракан Николай Романовпа Александр Егоров, Николай Шаков водительсем те хăйсене шанса панă ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хываççĕ. Пушаннă лаптăксенче кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Кĕрхи культурăсене акма пурĕ 400 гектар çĕр хатĕрленĕ, ку ĕçре Иван Кузнецов тата Алексей Григорьев механизаторсем тăрăшуллă пулнине палăртма кăмăллă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика