Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăршăнах лайăх

28 июля 2010 г.

Ĕмĕрĕме медицинăра ĕçлесе ирттертĕм. Пенсие тухни те тахçанах. Ватлăх хăйĕннех тăвать: унтан ыратать, кунтан... Çапах та пуçа усма хăнăхман. Май килнĕ таран сывлăха упрама тăрăшатпăр, хушăран та пулин Елчĕк ялĕн капăр та таса урамĕсемпе уçăлса çỹреме тухатпăр. Ват çынсене утни питĕ те усăллине лайăх ăнланатпăр. Анчах пирĕн хушăра утса çỹрейменнисем те пур. Юлашки çулсенче патшалăх ĕçлекен граждансене çеç мар, пенсионерсене те хушма диспансеризаци витĕр кăларассишĕн ăнтăлать. Ку енĕпе укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Питĕ ырă ĕç. Больницăна кайса тĕплĕн тĕрĕсленни хамăршăнах. Ваттисене те тĕрĕслев витĕр тухма сĕнесшĕн. Районти больницăна кайса килесси çăмăлах пулмĕ, çапах кашни ватăн унта пулса шурă халатлă çынсемпе тĕл пулмалла. Мĕншĕн тесен хальхи йĕркесем çирĕп. Çынсем вилсен (ырă вилĕмпе-и е... пур пĕрех) ỹт-пĕве касса тĕрĕслеççĕ, диагноз лартаççĕ. Пире, ватлăхра, çакă кирлĕ-им? Маларах врач патĕнче пулсан вара эсĕ мĕнпе чирлине е ватăлса вилнине çийĕнчех çирĕплетеççĕ. Нумаях пулмасть эпĕ хушма тĕрĕслев витĕр тухрăм. Халиччен пулман чире те тупса палăртрĕç. Халĕ тĕп больницăра темĕнле йышши медицина оборудованийĕ те пур. Паллах, вуçех сывалаймасан та, хама мĕнле упрамаллине пĕлетĕп. Хисеплĕ ватăсем! Тĕрĕслев витĕр тухар. Пĕртен-пĕрре килекен ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенче савăнăçпа, сывлăхпа, çемьепе пĕрле ирттернинчен ырри мĕн пултăр тата пирĕншĕн.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика