Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам татса парĕ-ши?

14 июля 2010 г.

 Юлашки çулсенче пирĕн пурнăçра çĕнĕлĕхсем сахал мар пулчĕç. Акă, кашни ял патнех хытарнă, асфальтлă çул çитет. Çавна май чылай çĕрте автобус маршручĕсем уçăлчĕç. Шĕкĕр хулана _ Шупашкара çитесси те хальхи вăхăтра ыйту мар. Пуçаруллă çынсем пулнине кура часах çитетĕн Шупашкара. Астăватăп-ха, унта кайса килесси чĕр вилĕмччĕ _ билет çукки ура хуратчĕ. Халĕ вара вăл çеç-и? Çĕр-шывăн тĕп хулине те хамăр районтанах автобуспа çитме пулать. Район центрĕнче вырнаçнă автовокзал кашни пассажирăн ыйтăвне тивĕçтерме пултарать. Çапах та хумхантаракан ыйтусенчен пĕри _ илемлĕ те илĕртỹллĕ автовокзал çурчĕ патĕнчи ỹкерчĕк. «Таксистсен оккупацийĕ» тенĕ пулăттăм. Тĕрлĕ йышши çăмăл автомашинăсем хупăрласа илнĕ ăна. Автобуссене çỹреме çеç мар, ытти техникăна та кансĕрлеççĕ вĕсем. Халĕ, çуллахи вăхăтра таксистсен йышĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Тĕрлĕ çĕрте вĕренекен студентсем те яла килсен çынсене турттарма пухăнаççĕ кунта _ ĕçлесе илмелле-çке. Чăннипех хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ-и вĕсем? Автобус водителĕсем черетлĕ кану хыççăн çул çỹреве медицина тĕрĕслевĕ хыççăн анчах тухаççĕ. Таксистсене кам тĕрĕслет-ши? Аслă çулсем хĕрринчи тĕрлĕ палăксем çакна çирĕплетмеççĕ-ши? Таксистсене пурне те пĕр калăппа танлаштараймăн. Чылайăшĕ вĕсенчен хăйĕн ти-вĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать, район бюджетне налук тỹлесе пуянлатать. Çапах та таксистсенчен хăшĕ-пĕри налук службин органĕсенче регистрациленнĕ-ши? Шанма хĕн. Районти шалти ĕçсен пайĕн çĕнĕ çурчĕпе юнашар лайăх автостоянка çĕкленчĕ. Анчах таксистсем хăйсен пассажирĕсене унта кĕтсе тăмаççĕ _ яланах автовокзал умĕнчен иртсе каякан çул хĕррипе вырнаçнă автомашинăсем. Çул çỹремелли йĕркесене пăхăнаççĕ-ши таксистсем? Çакна хальлĕхе никам та татăклăн татса калаймасть. Çуллахи вăхăтра çула тухакансем нумай. Çавна май хăрушлăх та тухса тăрать. Çавăнпа çул çỹрекенсене çакна каласшăн: “таксистсене” пурнăçа шанса тĕрĕс тăватăр-ши эсир? Маршрутлă автобуссемпе çỹрени шанчăклăрах пулĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика