Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх, асăрханулăх кирлĕ

14 июля 2010 г.

Район пуçлăхĕ Н.Миллин иртнĕ тунти кун район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Канашлу чаплă самантран пуçланчĕ. Район пуçлăхĕ Н.Миллин Елчĕкри чылай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăра _ Антонинăпа Борис Тябуковсене Раççей общество наградине "Юратупа шанчăклăхшăн" медале пачĕ, пурнăçра ăнăçу, телей сунчĕ. Çемье йăли-йĕркине çирĕплетессипе çыхăннă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, халăха юрăхлă ывăл-хĕр çитĕнтернĕ, халăхра ят-сумлă, мăшăрлă пурнăçăн сукмакне çур ĕмĕр ытла пĕрле такăрланă Кавалти Надежда Сосипаторовна Зайцевăпа Гурий Ефимович Теллин Чăваш Республикин патшалăх наградине _ "Юратупа шанчăклăхшăн" ордена маларах тивĕçнĕччĕ. Н.Миллин палăртнă тăрăх, çакнашкал çемьесен ырă тĕслĕхĕ кашнинех хавхалантарса пымалла. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçи О.Карсаков ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Шăрăх та типĕ çанталăка пăхмасăр ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе малалла тăрăшаççĕ. Кĕрхи культурăсем, рапс акма та çĕр хатĕрлеççĕ. Районта вырма та пуçланчĕ. Канашлура тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ыйту та паллă вырăн йышăнчĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн эксперт тĕп специалисчĕ П.Тремасов районти тирпейлĕхпе илемлĕхшĕн вăй-халне шеллемест. Иртнĕ эрнере çеç вăл Курнавăш, Аслă Елчĕк, Елчĕк ял тăрăхĕсенчи ялсенче пулнă. Çивĕч куç умĕнчен нимĕнле тирпейсĕрлĕх те айккинче юлмасть. Çакă шухăшлаттарать: ял тăрăхĕсен администрацийĕнче ĕçлекенсем асăрхаттарсан çеç çитменлĕхсене пĕтереççĕ. Нивушлĕ вĕсене маларах асăрхама çук? Канашлура çул-йĕре пăхса тăракан организацисем çул хĕрринче ỹсекен тĕрлĕ йывăç-тĕме, ỹсен-тăрана кăклама, çулма май "тупайманни" çинчен те асăнчĕç. Çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсенче, уйрăм çуртсенче пурăнакансем те яваплăха туймалла, таврари тирпей-илемшĕн тăрăшмалла. Çанталăк шăрăх тăнине кура пушар хăрушлăхĕ пысăк. Çавна май патшалăх пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертỹçи В.Михайлов сыхлăх пирки асăрхаттарчĕ. Кашни ялтах шыв илекен вырăнсем пулмалла, пушар гидранчĕсене йĕркене кĕртмелле. Çавăн пекех вырмана хутшăнакан техника çинче пушар сỹнтермелли хатĕрсем, огнетушительсем кирлĕ. Канашлура район пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика