Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра иккĕмĕш

10 июля 2010 г.

Республика кунĕнче Патăрьелĕнче "Паттăр" стадион хута кайрĕ. Вăл спортăн кирек хăш енне килĕштерекенсене те йышăнма хатĕр _ футбол уйĕ, синтетика сийлĕ чупу сукмакĕ, тăршшĕне сикмелли, йĕтре ывăтмалли вырăнсем, хоккей коробки пур. Ăна уçнă çĕре ЧР Президенчĕ Н.Федоров, РФ Олимп комитечĕн вице-президенчĕ И.Казиков тата ЧР спорт министрĕ А.Николаев та хутшăнчĕç. Çак кун республикăра ял вăййисен çуллахи 15-мĕш ăмăртăвĕсем пуçланчĕç, тĕрлĕ районтан 1000 яхăн çын пухăнчĕ. Вĕсем ял хуçалăхне çĕклеççĕ, тыр-пул çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ. Спорт вара вĕсемшĕн _ пушă вăхăта хаваслă та усăллă ирттермелли май. 2 куна пынă ăмăртăва пирĕн хуçалăхри хастар ĕçченсем те хутшăнчĕç. Дояркăсен тупăшăвĕнче Елчĕкри ĕне ферминчи С.Григорьева вăй виçрĕ. Утă çулакансен ăмăртăвне Патреккелĕнчи ĕне ферминчи ветеринари тухтăрĕ Алина Быкова, трактор бригадин бригадирĕ Алексей Воронцов тата Александр Николаев звеньевой хутшăнчĕç. Вĕсем палăртса панă лаптăкра вăхăтпа утă çулчĕç, çĕнĕ стадионта çуран чупрĕç, упражненисем турĕç. Хĕрỹ тупăшура акционерсен "Прогресс" хупă обществин ĕçченĕсем республикăра иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç, дипломсемпе кĕмĕл медальсене тивĕçрĕç. Хуçалăха ертсе пыракансем çамрăксене ĕçлеме те, канма та çул уçса парас, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕллевпе районти спорт ăмăртăвĕсене çеç мар, республикăри конкурссене хутшăнма майсем туса параççĕ. Тĕреклĕ те çирĕп кĕлеткеллĕ, сывлăхлă çамрăксем хуçалăхăн пуласлăхĕ. Вĕсене май пур таран хавхалантарма тăрăшатпăр та.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика