30 июня 2010 г.
Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ юлашки çулсенче ялсен урамĕсене чул сарса хытарас енĕпе сахал мар ĕç туса ирттерет. Акă, хальхи вăхăтра Тỹскелĕнчи Çамрăксен тата Шкул урамĕсене Комсомольски _ Елчĕк асфальтлă çулпа çыхăнтарма шутланă. Кунта "Куçса çỹрекен "Яльчикская" механизациленĕ çул-йĕр колонни" производство кооперативĕнче ĕçлекенсем çак урамсене çыхăнтаракан пăралука хăйăрпа вак чул сараççĕ. 370 метрлă участока хытарас ĕçе В.Шадриков мастер йĕркелесе пырать. В.Архипов автогрейдерист, В.Николаевпа А.Скворцов рабочисем çул çине хăйăр, вак чул сараççĕ. Н.Гурьянов механизатор катокпа пусарттарать. Вак чул, хăйăр турттарассипе В.Тябуков, В.Мальцев, В.Аникин, А.Борисов, И.Скворцов водительсем тăрăшаççĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"