26 июня 2010 г.
Тĕрлĕ мероприятисемпе яланах пуян Республика кунĕ. Çак уява халалласа йĕркеленĕ "Раççей çăл куçĕсем" фестиваль те кăçал 18-мĕш хут иртрĕ. Кашни çулах унта хутшăнакансен йышĕ ỹссех пырать. Елчĕк ен тăрăхне те манса каймаççĕ ют çĕр-шывсенчен килнĕ артистсем. Пĕлтĕр Республика кунне уявланă вăхăтра Елчĕке Намибири пултарулăх ăстисем килнĕччĕ. Кăçал та районти тĕп стадионта пухăннă çынсене Бельгири "ВЛИР" фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. 1968 çулта Бельгири Фламанди Брабант провинцинче йĕркеленĕ ансамбле Хуберт Боне ертсе пырать. Тĕрлĕ фольклор ташшисене кăтартрĕç вĕсем. Флейта, скрипка, виолончель, гармони, волынка тата ытти музыка инструменчĕсен сасси янăрарĕ тĕп стадионта. Кашни номере куракансем алă çупса кĕтсе илчĕç. Кану каçне районти пултарулăх коллективĕсем тăсрĕç. Ел-чĕкри вăтам шкулта вĕренекенсен "Хĕлхем" фольклор ушкăнĕ, Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Тантăш" фольклор коллективĕ, ачасен искусство шкулĕн преподавателĕсен ансамблĕ шăрантарнă юрăсене те кăмăллăн кĕтсе илчĕç куракансем. Сăрьел ялĕнчен килнĕ Р.Давлетшина, Курнавăшри К.Смирнова, Елчĕкри Шурбинсемпе О.Архипова юрланă юрăсем те кашни çыннăн кăмăлне çĕклерĕç. Ачасен искусство шкулне пĕтернĕ Курнавăшри Р.Светопольскаяпа К.Смирнова çулсеренех республикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Кăçал çеç Ринăпа Кристина 3 хутчен лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Вĕсем юрланă "Купола" юрă та куракансене тыткăна илчĕ. "Варкăш" ансамбль юррисене, Н.Красновпа В.Панкратован такмакĕсене те куракансем алă çупса йышăнчĕç. Чылайччен янăрарĕ Елчĕк çийĕн кĕвĕ-çемĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"