Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырав ыйтăвĕпе - лару

23 июня 2010 г.

Кăçалхи юпа уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче пулса иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвне Чăваш статистикин Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Л.Горшкова ертсе пынă. Çыравччен вăхăт нумай та тăрса юлмасть. Хатĕрленỹ тапхăрĕнчи ĕç-хĕл малалла пырать. Ял тăрăхĕсенчен тăратакан информацисенче, тĕпрен илсен, адрес хуçалăхне йĕркене кĕртессипе куллен тимленине палăртаççĕ. Аслă Таяпа, Аслă Елчĕк, Тăрăм, Кĕçĕн Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш ял тăрăхĕсенче çак ĕçе вĕçленĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çитменлĕхсене пĕтерме сăмах параççĕ. Район территорийĕнче халăх хушшинчи информаципе ăнлантару ĕçĕсене тулли шайра пурнăçлассишĕн куллен тăрăшса ĕçлеççĕ: район хаçатĕнче тĕрлĕ статья, информаци пичетленет, район администрацийĕн сайчĕ урлă та халăх çыравне ирттерме мĕнле хатĕрленни çинчен тĕплĕн пĕлме пулать. Çырав участокĕсене, инструкторсен тата стационарлă участоксене вырнаçтарма ĕç пỹлĕмĕсемпе тивĕçтересси мĕнле пулса пырать? Районта çырав участокĕсем _ 4, инструкторсен участокĕсем _ 15, стационарлă участоксем 8 пулаççĕ. Вĕсене вырнаçтармалли пỹлĕмсене палăртса хунă ĕнтĕ. Халăх çыравне ирттерме вăхăтлăх ĕçлекен çынсене явăçтаратпăр. Вĕсем хушшинче тĕрлĕ сферăра ĕçлекенсем, пенсионерсем, ĕçсĕррисем те пур. Çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлеме пурĕ 99 çын кирлĕ. Вĕсенчен 81-шĕ анчах тỹлевлĕ майпа ĕçлеме пултарĕç. Ыттисем _ резервра. Тĕрлĕ сăлтава пула çыравçă ĕçлеме пăрахас пулсан ун вырăнне çак ушкăнри çынсене явăçтарма палăртнă. Комисси ларăвĕнче ял тăрăхĕсенче адрес хуçалăхне йĕркене кĕртессипе çак тапхăрта мĕнле ĕçлесе пыни çинчен Аслă Пăла Тимеш, Курнавăш, Елчĕк ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Рыбкин, В.Кузьмин, В.Сайкин, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Князева тухса калаçнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика