19 июня 2010 г.
Тỹскелĕнче пурăнакан Смирновсем тирпейлĕ, хăтлăха юратакан çынсем пулнине вĕсем патне кĕрсе курмасăрах пĕлме пулать. Çĕнĕ касра пăралукка хĕрринче вырнаçнă кил-çурт таврашĕ мĕн пур енчен алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Шурă кирпĕчрен купаланă çурт йĕри-тавра тытса çавăрнă йывăç решеткене сăрласа, çĕнетсех тăраççĕ. Чăх-чĕп вĕçсе каçайми хуралтă, çуллахи вăхăтра канмалли, апат пĕçермелли пĕчĕк çурт, мунча, гараж... _ пурне те пĕлсе, меллĕ вырнаçтарнă. Картишĕнче ытлашши, кирлĕ мар пĕр япала выртнине кураймăн. Кил хуçин, Николай Федоровичăн, алли "ылтăн", тытса туман ĕçĕ çук. Вăл ялти чаплă каменщик та, нумай çын ăна çурт-йĕр, хуралтă купалама чĕнет. Пуртă-савапа ĕçлеме те ăста. Николай çут çанталăкăн пысăк тусĕ те. Кил умне, пăралуккари çырмана кашни çул йывăç хунавĕсем нумай лартса хăварать. Вĕсене сурăх-качака кăшласа сиенлетесрен решеткепе тытса çавăрать, шăрăх çанталăкра шыв сапать. Хăрнă йывăçсене, туратсене касса тирпейлет. Çак типтерлĕхе Николай ашшĕнчен _ Хветтỹк тетерен, амăшĕнчен _ Нина аппаран вĕреннĕ. Ашшĕ те ĕлĕкех урамра, çак çырмара йăмрасем лартса ỹстеретчĕ. Килти пахчинче тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтеретчĕ. Хветтỹк тете лартнă ватă йăмрасем халĕ çук ĕнтĕ, вĕсене тахçанах каснă. Николай тата Аялти касра _ тĕп килте пурăнакан Александр ашшĕ лартнă йăмрасем вырăнне çĕнĕ хунавсем чĕртнĕ. Смирновсен пысăк пахчинче тĕрлĕ улма-çырла йывăçĕ нумай çитĕнет. Темиçе сорт хурлăхан, крыжовник, пан улми, хăмла çырли, çĕр çырли... Пахча çимĕç йăранĕсем çип çапнă пек тỹрĕ. Лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ, кая юлмасăр, вăхăтра акса хăварнă лаптăксенчи севокпа кишĕр, чĕкĕнтĕр лайăх шăтса тухнă. Шăрăх çанталăкра анасене кашни кун тенĕ пек шăварса тăраççĕ. Вĕсен хăйсен пусă пур. _ Тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартсан чи малтан пусă чаврăмăр. Кольăн ашшĕ, пăятам та, çапла тума хистерĕ. Шыв _ чи хаклă пуянлăх, тетчĕ вăл ялан,-тет Николай Смирновăн мăшăрĕ Елизавета Николаевна. Йĕппипе çиппи тейĕнех, Лиза аппа та канăçсăр, ĕçчен, тирпейлĕ хĕрарăм. Нумай çул Елчĕкре пир тĕртнĕ çĕрте ĕçленĕ, халĕ шалти ĕçсен пайĕнче техслужащи пулса тăрăшать. Нумаях пулмасть вăл 55 тултарчĕ. Кăçалхи сивĕ хĕлле нумай çыннăн улма-çырла тĕмĕсем, кĕркунне акса хăварнă пахча çимĕçĕ шăнса пĕтрĕç. Смирновсем вара пахчари культурăсене хĕл каçма кашни çул тĕплĕн хатĕрлеççĕ, çавна май вĕсем акнă, лартнă çимĕçсене шартлама сивĕ те тивмен. Самай пысăк лаптăкра лартса хăварнă ыхра юр кайса пĕтсенех епле майпа çакăн пек сип-симĕс шăтса тухнин вăрттăнлăхне пĕлтĕмĕр: кĕркунне лаптăка пăчкă кĕрпипе витсе хăварнă. Йывăç-тĕмсен таврашне çĕрĕшнĕ тислĕк сапаланă. Ялти ытти çынсем пекех выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усрать ĕçчен çемье. Сăн ỹкерчĕкре: Смирновсем хăмла çырли лаптăкне тирпейлеççĕ. Унăн çырлисем шултра, пылак пулаççĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"