Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп больница çĕнелет

19 июня 2010 г.

Тĕп больницăн кăнтăр енче вырнаçнă çак хитре çурта килен-каян асăрхамасăр иртместех. "Мĕнле çурт вăл?" _ тесе ыйтакансем те пур. Унччен кунта тĕп больница корпусĕсене çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтакан котельнăй вырнаçнăччĕ. 2002 çулта çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтакан çĕнĕ котельнăя ĕçе кĕртсен вăл пушă тăчĕ. Кăçал çурта шалтан та, тултан та тĕпрен юсаса прачечнăй уçнă. Нумаях пулмасть çĕнĕ прачечнăйне кĕрсе курма тиврĕ те, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Прачечнăй уйрăм пỹлĕмсенчен тăрать: кĕпе-тумтир, вырăн хатĕрĕсем çумалли, вĕсене типĕтмелли, якатмалли, ĕçлекенсене канмалли пỹлĕмсем тата ытти те. Хăтлăх тĕлĕшпе те вăл хуласенчи прачечнăйсенчен те ирттерет. Урайне, стенасене кафель плитасем çыпăçтарнă, пур çĕрте те таса, тирпейлĕ. Кунта ĕçлекен М.Егоркина, А.Немцева, Т.Кузнецова çĕнĕ çуртра ĕçлеме çăмăл пулнине, çĕнĕ оборудовани ĕçе çăмăллатнине палăртаççĕ. Икĕ автоматпа пĕр харăсах 60 килограмм кĕпе-тумтир, вырăн хатĕрĕсем çума пулать. Больницăна çỹрекенсем кивĕ котельнăйпа юнашар вырнаçнă, алăксем хупăнман, çил вĕрекен туалета астăваççĕ-ха. Кăçал вăл куç умĕнчен çухалнă. Ун вырăнне прачечнăй çумне ăшă туалет туса лартнă. Шывĕ те пур. Прачечнăй çывăхĕнчи вырăна тирпейленĕ, чечексем чĕртеççĕ. Вĕсене кунта ĕçлекенсем пăхса тăраççĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика