09 июня 2010 г.
Шăмат кун Елчĕкри культурăпа кану паркĕнче 53-мĕш хут "Акатуй" ĕçпе юрă тата спорт уявĕ иртрĕ. Ăна кăçал Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул, Чăваш Автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине, тата Вĕрентекен çулталăкне халалларĕç. Культурăпа кану паркĕ çулсерен илемленсе пырать. Парка лартнă тĕрлĕ йывăçсем вăй илсе çỹлелле кармашаççĕ. Кăçал паркпа юнашар чавнă кỹлĕре фонтан пĕрĕхет. Йĕри-тавра ялавсем, ялавсем... Сцена уяв тумне тăхăннă. Районăн çулталăкри уявне ирттернĕ кун çанталăк та уяр тăчĕ. Акатуй уявĕ шкул ачисем пĕчĕк ялавсемпе "Çĕр çинче мир пултăр" илемлĕ композици кăтартнинчен пуçланчĕ. Ял тăрăхĕсен представителĕсем сăрт çинчен сцена патне анаççĕ. Вĕсем хушшинче ял тăрăхĕсен, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем, халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче малта пыракансем, пултарулăх ушкăнĕсене çỹрекенсем. Уява ертсе пыракансем А.Александрова тата В.Николаев ял тăрăхĕсен, коллективсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ỹсĕмĕсемпе паллаштараççĕ. Часах чăваш халăхĕн "Алран кайми аки-сухи" авалхи, ăруран-ăрăва куçса пирĕн пата çитнĕ юрри мăнаçлăн янăраса тавралăха саланать. Чун-чĕререн пырса тивекен юрă янăранă май чăвашсем ака-суха тунине асра юлмалла кăтартса параççĕ пултарулăх ушкăнĕн членĕсем. Акатуй уявĕн ялавне 2010 çулхи ака чемпионĕ _ "Эмметево" ООО механизаторĕ В.Захаров, 2009 çулхи чи лайăх культработник _ Тăрăмри культура çурчĕн директорĕ Е.Каширина, 2009 çулхи чи лайăх спортсмен _ кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕ Д.Енедеров çĕклеççĕ. Чăваш Республикин Гимнĕ янăрать. Район пуçлăхĕ Николай Петрович Миллин сăмах илет. Вăл çурхи уй-хир ĕçĕсен итогĕсемпе, районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕпе паллаштарчĕ, уй-хир ĕçченĕсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене, уява пуçтарăннă мĕн пур çынна уяв ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ĕçре, пурнăçра ăнăçу сунчĕ. Акатуй уявне хамăр ентешсем _ Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова, Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Елчĕксен ентешлĕхĕ" общество организацийĕн ертỹçи О.Викторов, Шупашкарти педагогика колледжĕн директорĕ, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ В.Сапожников, республикăри тĕрлĕ ведомствăсен ертỹçисем килнĕ. Уява пухăннă халăха С.Петрова, О.Викторов саламларĕç. Светлана Владимировна Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Елчĕк районĕн çыннисене янă саламлă çырупа паллаштарчĕ. Çак савăнăçлă кун пархатарлă ĕçпе палăрнă çынсене чысласси чылайранпа пыракан йăла. С.Петрова тата Н.Миллин Елчĕкри тĕп больницăн участокри врач-педиатрне Г.Уфуковăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ят панă ятпа саламларĕç. Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул директорĕ О.Артемьева, Елчĕк шкулĕнчи ют чĕлхесен учителĕ М.Чернова Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин, "Рассвет", "Труд" ЯХПКсен механизаторĕсем В.Сергеев, Г.Александров, "Победа" ОООри мăйракаллă шултра выльăхсем самăртакан оператор Л.Портнова, "Эмметево" ОООн тĕп зоотехникĕ Г.Краснова, "Нива" агрофирма" ОООн тĕп бухгалтерĕ В.Порфирьева, "Елчĕкри РТП" ОООри цех начальникĕ П.Разумов Ял хуçалăх министерствин, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн хуçалăх заведующийĕ Н.Краснов Культура министерствин, "Спутник-1" ОООн генеральнăй директорĕ В.Чернов Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотисене илме тивĕç пулчĕç. О.Викторов районта пурăнакансен пĕр ушкăнне "Елчĕк ен" ентешлĕхĕ умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медаль парса чыс турĕ. Ун хыççăн ĕçлĕ ăмăртура мала тухнă хуçалăхсене, механизаторсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене чысларĕç. Çурхи уй-хир итогĕсемпе ака комплексĕсем хушшинчи ăмăртура "Прогресс" акционерсен хупă обществи, ака отрячĕсем хушшинче "Сатурн" ЯХПК, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ушкăнĕнче Ф.Шадриков хуçалăхĕ мала тухнă. Вĕсене район пуçлăхĕ Н.Миллин дипломсем тата ĕçлĕ ăмăртăвăн кубокĕсене парса чысларĕ. "2010 çулхи ака чемпионĕ" _ "Эмметево" ООО механизаторĕ В.Захаров Хисеп грамотине, техникăна çурхи уй-хир ĕçĕсене лайăх хатĕрленĕшĕн Курнавăшри хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Ю.Цветков диплома тивĕçрĕç. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ĕçлĕ ăмăртура малта пыракан выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, механизаторсен ушкăнне те район администрацийĕн Хисеп грамотисене пачĕ. 2009-2010 çулсенчи хĕллехи тапхăрта выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ỹстерес тĕлĕшпе "Прогресс" хуçалăх, "Яманчурино" хуçалăхăн сĕт-çу ферми, "Рассвет" хуçалăхăн Тăрăмри сысна ферми ăнăçлă ĕçленĕ. "Комбайн" ЯХПК çĕрпе тухăçлă усă курас, ăна сыхлас тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ. Уявра вĕсем куçса çỹрекен ялава, дипломсене тивĕçрĕç. Уява пуçтарăннă халăха банк-сен представителĕсем _ "Россельхозбанкăн" Чăваш Республикинчи филиалĕн директорĕн çумĕ Н.Федотов, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн представителĕсем Т.Орлова, Н.Игнатьева, ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсене туса илес, ỹсен-тăрансене хỹтĕлемелли препаратсем туса кăларас тата вĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен "Сингента" ОООн регионти представителĕ Г.Тихонов саламларĕç, хăйсемпе хутшăнса ĕçлекен ял хуçалăх производство кооперативĕсен, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисене дипломсем, парнесем пачĕç. Уявăн савăнăçлă саманчĕ вĕçленнĕ хыççăн сцена çине районти культура работникĕсенчен йĕркеленĕ пĕрлештернĕ хор тухать. Чи малтанах Елчĕк районĕн Гимнĕ, унтан "Поклонимся великим тем годам", "Тăван ял урамĕсем" юрăсем мăнаçлăн янăраççĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"