Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксемпе ĕçлеме кăмăллă

26 мая 2010 г.

 

 

26.05.2010
Е.ПЕТРОВА.
Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ район халăхĕшĕн, ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе ветеранĕсемшĕн асра юлмалли паллă кун пулса юлчĕ. ШĔМĕн шалти ĕçсен пайĕн çĕнĕ çурчĕ уçăлни Турра ĕненекенсем Таса Николай кунне уявланă кунпа пĕр килчĕ. Çĕнĕ çурта уçма Чăваш Республикин Президенчĕпе Н.Федоровпа унăн мăшăрĕ Светлана Юрьевна, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К.Мифтахутдинов, "СМУ-59" ООО директорĕ Р.Калмыков, ШĔМĕн республикăри шалти ĕçсен пайĕсен начальникĕсем, Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсемпе милици ветеранĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров кашнинех Таса Николай кунĕпе, пĕлтерĕшлĕ тата тепĕр пысăк уявпа _ шалти ĕçсен пайĕн çурчĕ уçăлнă ятпа чун-чĕререн саламланă май савăнăçне, хута кайнă çуртпа хăй те питĕ кăмăллă пулнине пытармарĕ. _ Чылай чăрмавсене çĕнтерсе калама çук пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçланă хыççăн тинех эпир сирĕнпе кĕтнĕ кун çитрĕ _ çĕнĕ анчах мар, тĕнчери чи лайăх стандартсене тивĕçтерекен çурта уçатпăр. Ĕçлеме, патшалăх лартнă тĕп тĕллевсене пурнăçлама условисем çителĕклĕ кунта. Милицин çăмăл мар профессине суйласа илсе халăха лăпкăлăхпа тивĕçтерекен ĕçченсем шăпах çакăн евĕр çуртра ĕçлеме тивĕç те. Мĕншĕн тесен пурнăçра кирек мĕнле инкек сиксе тухсан та пулăшу ыйтма кашниех милици ĕçченĕсем патне пырать. Малалла Президент ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникне В.Волкова çĕнĕ çурта куçнă ятпа пысăк парне _ "Лада-Приора" автомашина илме сертификат пачĕ. Сăмахне малалла тăснă май Николай Васильевич çапла каларĕ: _ Çĕнĕ çурт _ лайăх. Çĕнĕ автомашина та питĕ лайăх. Çапах та хамăра паян, ыран тата тепĕр кунне шанчăклă туйма çаксем çителĕксĕр. Мăшăрăмпа _ Светлана Юрьевнăпа _ канашланă хыççăн эпир шалти ĕçсен пайĕн начальникĕпе унăн ĕçченĕсене ыранхи пурнăçра шанчăклă туйма уйрăм парне _ Турăпа унăн вĕрентĕвне сарнă Моисей апостола ỹкернĕ пысăках мар турăш _ паратпăр. Вĕтĕ чулсемпе усă курса алă вĕççĕн хатĕрленĕ çак пĕчĕк турăш çине Туррăн 10 халалне (заповедь) çырса хунă. Халалсене вуласа панă хыççăн хăйне евĕрлĕ парнене Н.Федоров Президент В.Волкова парнелерĕ. Малалла Николай Васильевич Елчĕк çĕрĕ хисепе тивĕçлĕ çынсемпе пуяннине, халăхĕ ĕçченлĕхпе палăрса тăнине асăнчĕ. Чăваш Ен Президенчĕ район пуçлăхĕ Н.Миллин пултаруллă, пысăк опытлă ертỹçĕ пулнине уйрăммăн палăртнă май Николай Петровича вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас тĕллевпе чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Хисеп Грамотипе чысларĕ. Пысăк уявпа тата çĕнĕ çурт хута кайнă ятпа Елчĕк район халăхĕпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов та саламларĕ, çĕнĕ çуртра тата та пахалăхлă ĕçлеме сĕнсе хăварчĕ. "СМУ-59" ООО директорĕ Р.Калмыков тĕп подрядчик шалти ĕçсен пайĕн ертỹçине В.Волкова символ паллине _ çĕнĕ çуртăн уççине парнеленĕ хыççăн Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ В.Антонов, милици ветеранĕсем _ В.Теллинпа Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ Н.Скворцов символ паллиллĕ хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Хăнасем çуртпа, унăн пỹлĕмĕсемпе паллашнă май хăйсен савăнăçне, тĕлĕнĕвне пытармарĕç. Чăн та, ĕçлеме условисем çителĕклĕ икĕ хутлă пысăк çуртра. Çутă та хăтлă, ĕçлеме меллĕ служба кабинечĕсем, тренажер залĕ, вĕренỹ класĕ, тир, канашлусен залĕ, хĕç-пăшал упрамалли, тасатмалли тата çыхăну пỹлĕмĕсем. Çурт çумĕнчех 14 автомашина вырнаçмалăх ăшă гараж, çунтармалли-сĕрмелли материалсен гаражĕ, котельнăй, службăра усă курмалли йытăсем валли 3 вольер, трансформатор подстанцийĕ. "Сире килĕшрĕ-и çак çурт?" _ ыйту çине Н.Федоров çапла хуравларĕ: _ Чăннипех те чаплă. Савăнмалăх пур. Хам Европа Канашĕнче ĕçленĕ май, çакна калама пултаратăп _ йăлтах Европа шайĕпе никĕсленнĕ. Милици службинче чылай çул вăй хунă Н.Скворцовпа В.Теллин та савăнăçне пытармарĕç, çакăн евĕр çуртра тепĕр хут ĕçлесе курма пĕрре те хирĕç маррине палăртрĕç вĕсем. _ Çĕнĕ çурт йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемшĕн калама çук пысăк телей. Астăватăп-ха, 1951 çулта ĕçлеме пуçларăм милици ретĕнче. Ун чухне ĕçлеме условисем лайăхах марччĕ, пỹлĕмсем çителĕксĕрччĕ, вĕсенче хĕллехи кун шыв шăнса ларатчĕ, _ терĕ Н.Скворцов. Шалти ĕçсен пайĕн çурчĕпе паллашнă хыççăн Н.Федоровпа унăн мăшăрĕ Светлана Юрьевна, килнĕ хăнасем Ел-чĕкри Тĕп лапамра вырнаçнă Николай Святитель ячĕллĕ часавайра пулса уяв ячĕпе çуртасем çутрĕç. Тĕп лапампа паллашма та вăхăт тупрĕ республика ертỹçи, кунти илемпе тирпейлĕхе курса киленнĕ май Елчĕк халăхĕпе район ертỹçине ырăпа палăртрĕ, çакăн евĕр ĕçчен те тăрăшуллă халăхпа ĕçлеме те кăмăллă пулнине асăнчĕ.


АУ ЧР «Редакция Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен» Минкультуры Чувашии

 
.
 

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика