Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшăрпа пурнăç çăмăл

15 мая 2010 г.

 

15.05.2010
"Елчек ен"
В.СПИРИДОНОВА, ЗАГС пайĕн начальникĕ.
 Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче _ Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕ. Çак уява районти кашни çемьерех паллă тăваççĕ пулĕ. Тепĕр чухне календарь çинчи паллă событисене асра та тытаймастăн, çемье уявне вара манмалла марах. Çавăнпа та пурнăçĕ çăмăлах мар тетпĕр пулсан та мăшăрпа, ачасемпе юнашар пулнине, уявра пĕрле савăннине нимĕн те çитмест. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ирттернĕ праçниксем чылайăшĕн асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр юлаççĕ. Кăçал пирĕн районти 35 мăшăр пурнăç çулĕпе юнашар утма кăмăлларĕ. Пĕлтĕрхинчен сахалтарах çакă. Анчах нимĕн те тăваймăн. Çемьене ирĕксĕрлесе çавăрма çук. Ĕмĕр пĕрле утмалли утăма тарăн шухăшласа тунинчен ырри çук. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çамрăксем мăшăрланма ыйтса çырнă заявленисене ашшĕ-амăшĕ пурăнакан вырăна, хăйсем çуралса ỹснĕ тăрăхри ЗАГС пайне параççĕ. Паянхи пурнăçра çамрăксенчен чылайăшĕ ялта яланхи ĕç вырăнĕ пулманнипе инçете ĕçлеме тухса каяççĕ. Ара, туй кĕрлеттерме сахал укçа-тенкĕ кирлĕ-и? Мăшăрланма заявлени памашкăн вара чылай чухне хĕр анчах килет. Савнă каччи килейменнине вара Мускава е урăх çĕре ĕçлеме тухса кайнипе çыхăнтарать. Çамрăксем 18 çул тултарнă тата хăйсен ирĕкĕ пулсан Раççей Федерацийĕнче вырнаçнă кирек хăш ЗАГС пайне те мăшăрланма ыйтса туй пуличчен пĕр уйăх е маларахах заявлени пама пултараççĕ. Чылай чухне вара çамрăксем çак срокран кая юлса килеççĕ. Калаçнă май вĕсем туй тума ресторан е кафе хуçисемпе калаçса татăлнине, икĕ енчи тăванĕсемпе те туй пулас куна палăртнине пĕлетĕн. Чи кирлине _ ЗАГСа заявлени памаллине манса кайнă. Мăшăрсенчен пĕри е иккĕшĕ те 18 çул тултарайман пулсан, анчах та 16 çултан иртнĕ пулсан, çамрăксем пурăнакан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем мăшăрланма ирĕк пама пултараççĕ. Пурнăçра темĕн те сиксе тухма пултарать. Темшĕн-çке юратса, пурнăç çулĕпе юнашар утса тухма тупа тунă, çывăх çынсем хушшинче тепĕр чухне хура кушак каçса каять. Ырă шухăш-ĕмĕтсем пĕр самантрах арканаççĕ. Кăçал халиччен 12, пĕлтĕр çак тапхăрта 14 çемье арканнă. Тепĕр чухне çакăн пек те пулать _ малтанхи мăшăрланăва закон йĕркипе пăрахăçламасăрах, паспорт çинче мăшăрланни çинчен штамп çуккипе усă курса, арçын та, хĕрарăм та тепĕр çынпа мăшăрланать. Асăрханăр _ ку мăшăрлану закон йĕркипе суя шутланать. Çемье _ общество тĕрекĕ. Мăшăрлă, çемьеллĕ çынна пурнăçра çăмăлрах. Çавăнпа та кирек хăçан та пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма пĕлер. Çавăн чухне кăна çемье çирĕп те тĕреклĕ пулĕ.


 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика