Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аваллăх управçи

15 мая 2010 г.

15.05.2010
"Елчек ен"
Ф.НИКОЛАЕВ.
Иртнисĕр пуласлăх çук. Çак çыхăнăва тытса тăраканĕ _ музей. Унта ăрусен пурнăç тăсăмĕ, кил-çурт хавалĕ, авалхи сиплĕ сывлăш, ăс-хакăл çỹпçи. Музейсенче ĕлĕк питĕ кирлĕ пулнă, анчах паян пачах усă курман нумай япалапа паллашма пулать. Историн тĕрлĕ тапхăрне е уйрăм паллă çынсен кун-çулне уçса панă материалсем те самай ырă шухăш-кăмăл çуратаççĕ. Музей _ чăн-чăн воспитани центрĕ. Çапла пулмаллах. Çак ята Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕ чăннипех çирĕплетет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки хаклав кĕнеки лайăх паллаштарать. Валентина Вастулова ертỹçĕ каланă тăрăх, музейра ĕç тăтăшах "вĕресе" тăрать: çĕнĕ экспонатсем вырнаçтармалла, курав йĕркелемелле, кружоксен занятийĕсене ирттермеле, вĕренекенсемпе студентсене ăслăлăх ĕçĕсем çырма пулăшмалла... Музей ĕçĕнче чун-кăмăлĕпе уçă, халăх историне çывăха хуракан, ăнланакан çеç ĕçлеме пултарать. Валентина Григорьевна хăйĕн тивĕçне чăннипех туллин парăннăскер, аваллăх çурчĕн хĕлхемне упраканскер. Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти халăх музейĕ (ертỹçи Алексей Смирнов) çинчен те район хаçатĕнче нумай вулатпăр. Çирĕм пилĕк çул каялла уçăлнă воспитани центрĕнче халĕ мероприятисем йĕркеленипе кăна çырлахмаççĕ, çулсерен район шайĕнче ăслăлăхпа практика конференци-йĕсем ирттерме те мехел çитереççĕ. Çĕнĕ Пăва, Тĕмер шкулĕсенчи, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çуртĕнчи ял историйĕн музейĕсенче те шанăçлăх тĕшши вăй илсе пыни савăнтарать. Çирĕклĕ Шăхальти музей малашлăхĕшĕн Н.Захарова чунне пама хатĕр. Районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче 14 музей шутланать. Кашнин хăйĕн шăпи, йĕркеленỹ историйĕ. Çĕннисене пуянлатса пыни кирлĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хăй вăхăтĕнче пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă тупрана салататпăр пулсан _ чăн намăс! Музей пур тени нимĕн çинчен те каламасть-ха, вăл куллен, ялан ĕçлемелле. Тĕрлĕ япала склачĕ е тусан, эрешмен карти ăшне путнă пỹлĕм ан пултăрах.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика