Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çын хурланать

28 апреля 2010 г.

Лăпкă чăваш ялĕнче çакăн пек хăрушă пулăма _ Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Çветтуй архиерей Микулай чиркĕвĕн пачăшкине Анатолий Сорокин протоиерее вĕлернине ĕненес те килмест. Анчах тискер чунлă çын хăйĕн тискер ĕçне тунă. Хăрушă хыпар çав кунах пĕтĕм çĕршывĕпе саланнă. Пурте çак хăрушă преступление сивлеççĕ. Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл хурланнине пĕлтернĕ: "Турă умĕнче пурте тан, кирек камăн пурнăçне татни те _ хăрушă çылăх. Анчах пастыре, хăйĕн пурнăçне Турра, халăха халалланă çынна, вĕлерни _ Турă саккунне кăна мар, этем совеçĕн никĕсĕсене уççăн тапăнниех". Шăмат кун, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Аслă Пăла Тимешри чиркỹре кĕлĕ пынă. Çав вăхăтрах ял çыннисем чиркỹ картишне тирпей-илем кĕртнĕ, чăрăшсем лартнă. Анатолий Сорокин протоиерей пĕр самантлăха вĕсем патне тухнă. Çак вăхăтра пăшал сасси кĕрлесе кайнă. Следствин малтанхи материалĕсем тата вăл вăхăтра чиркỹ картишĕнче пулнă çынсем каланă тăрăх çакă паллă. Палламан çын вăрттăн ăсталанă пемелли хатĕртен пачăшкă çурăмĕ хыçне пырса тăрса пенĕ. Хăй тарма тытăннă. Шăв-шава илтсе чиркỹ çывăхне пынă çамрăксем таракан çынна курнă, ăна хăваласа тытнă. Çак тискер ĕçе тăвакан кам пулни те паллă. Вăл Канаш районĕнчи Сухайкасси çынни, психика чирĕпе чирлекенскер, иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулнă. Преступлени тунине вăл пачăшкă хăйне "килĕшменнипе" сăлтавлать-мĕн. Район прокурорĕ Н.Муллин пĕлтернĕ тăрăх, преступление РФ Прокуратури çумĕнчи Следстви комитечĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ тĕпчет. Анатолий Сорокин протоиерей Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи чиркỹре 1991 çулхи нарăсăн 11-мĕшĕнче ĕçлеме пуçланă. Вăл тăрăшнипе ялта чиркỹ туса лартнă. Юлашки вăхăтра Патăрьелĕнче чиркỹ тăвас ĕçе йĕркелесе пынă. Аслă Пăла Тимеш чиркỹ прихутĕнче Анатолий атте чылай çул ĕçлесе пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă, уçă кăмăллă, Турра ĕненекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнипе палăрса тăнă. Вăл тăрăшнипе Аслă Пăла Тимешри чиркỹ çумĕнче ваттисем валли районта пĕрремĕш çурт уçнă. Унăн ырă ĕçĕсене таврара пурте пĕлсе тăнă. Унăн мăшăрĕ, пилĕк ачи тăлăха юлнă. Анатолий атте тупăкне вырнаçтарнă Аслă Пăла Тимеш чиркĕвĕнче çак кунсенче çын татăлман. Ял çыннисем кăна мар, кỹршĕллĕ районсенче пурăнакансем те унпа сыв пуллашма килнĕ. Ĕнер чиркỹ-ре Анатолий Сорокин протоиерей ячĕпе кĕлĕ ирттернĕ. Унта Шупашкар _ Чăваш епархийĕн ертỹçи Варнава владыка хутшăннă. Анатолий Сорокин протоиерее хăй çуралса ỹснĕ _ Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнчи масара пытарнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика