20 февраля 2010 г.
"Прогресс" колхоз йĕркеленнĕренпе кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче 50 çул çитет. Самана тапхăрне кура ячĕ улшăнса çĕнелнĕ акционерсен "Прогресс" хупă обществинче иртнĕ эрнере пулса иртнĕ отчетлă пуху ĕçне те юбилей кунĕпе сăлтавланă. Çавна май Патреккелти хăтлă та çутă культура çуртĕнче халăх йышлăн пуçтарăннă: акционерсен обществин членĕсем, хисеплĕ ĕç ветеранĕсемпе чĕннĕ хăнасем. Тĕрлĕ çулсенче хуçалăха ăста ертỹçĕсем А.Левый, А.Муратов,Н.Московский, А.Иванов, Н.Миллин, М.Разумов ăнăçлă ертсе пынă. Акционерсен хупă обществин хальхи директорĕ _ П. Скворцов. Пултаруллă ертỹçĕсен тивлетне пула "Прогресс" паянхи йывăрлăхсене парăнтарса малалла çирĕп утать, унăн малашлăхĕ тата пысăк... Акционерсен "Прогресс" хупă обществи районта кăна мар, республикăра та паллă, малта пыракан хуçалăх шутланать. Çакна вĕсен ĕç кăтартăвĕсем те уçăмлăн çирĕплетсе параççĕ. Тĕслĕхрен, республикăри 260 яхăн ял хуçалăх предприятийĕ хушшинче, супер çĕнĕ йышши сысна ĕрчетекен комплекссене шута илмесĕр, сĕт, аш-какай туса илессипе вĕсем пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене йышăнаççĕ. 2009 çулта районĕпе пĕтĕмпе аш-какай туса илнин 33 проценчĕ, çав шутран сыснасем çитĕнтерсе аш-какай сутнин 52 проценчĕ, сĕт туса илнин пĕрре тăваттăмĕш пайĕ "Прогресс" ял хуçалăх предприятийĕн тỹпи шутланать. Рынок системинчи экономикăри лару-тăрăва пăхмасăр, малтан суйласа илнĕ çул-йĕре _ выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Производствăна аталантарас тĕллевпе выльăхсен кĕтĕвне çулсерен çĕнетсе, ỹстерсе пыраççĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан та выльăхсен хисепĕ кунта чи пысăкки. Пурĕ 1736 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутран сăвакан ĕнесем анчах 470 шутланаççĕ, сыснасем 4000 яхăн. Отчетлă тапхăрта усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 141 центнер аш-какай ( çакă районти чи пысăк кăтарту), 686 центнер сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 6000 килограмм сĕт сунă. Çапла майпа 2009 çулта, 2008 çулхипе танлаштарсан, аш-какай туса илессине тата 3 процент, сĕт сăвассине 11 процент ỹстернĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем пĕр талăкра 800-шер грама яхăн, сыснасем 600-шер грама яхăн ỹт хушнă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнỹсем ỹсен-тăран отрасльне кирлĕ пек аталантарнипе çыхăннă. Çĕр ĕç культури те çỹллĕ шайра. Çĕр пулăхне ỹстерессипе, пусă çаврăнăшне тĕрĕс йĕркелесе пырассипе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кашни çул çителĕклĕ таран элита репродукцири çĕнĕ вăрлăхсене туянасси йăлана кĕнĕ. Пушаннă çĕр лаптăкĕсене ĕçе кĕртеççĕ. "Смычка" пĕрлешỹллĕ хуçалăхăн, Елчĕкри крахмал завочĕн усă курман 500 гектара яхăн йышăнакан çĕр лаптăкĕнче тухăçлă тыр-пул çитĕнтереççĕ. Минераллă удобренисемпе анлăн усă кураççĕ. Çĕр ĕç культурисене технологие çирĕп пăхăнса йĕркеленине пула иртнĕ çулхи уяр çанталăк условийĕсене пăхмасăр кашни гектартан 39,4 центнер, 2008 çулхинчен 7 процент ытларах тĕш тырă пухса кĕртнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче ĕç тухăçлăхĕ, комплекслă механизаци шайĕ пысăк. Çавăнпа кунта ĕç укçи те пысăк. Ĕçлекен пĕр çыннăн вăтам ĕç укçи 9431 тенкĕпе танлашать. Çакăн чухлĕ шалу урăх нихăш хуçалăхра та тỹлеймеççĕ. Ял хуçалăх продукчĕсене сутнинчен иртнĕ çул общество кассине пурĕ 73 миллион та 595 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Пĕтĕмпе пырса кĕнĕ укçа-тенкĕн 38 процентне ĕç укçи тỹлеме янă. Кунта пахалăхлă продукци анчах туса илеççĕ. Çавна май унăн сутлăх хакĕ те çỹллĕ шая тивĕçет. Иртнĕ çул 1 центнер сĕте 879 тенкĕпе, ĕне ашне 5733 тенкĕпе, сысна ашне 6568 тенкĕпе сутнă. Çапла майпа вĕсене сутнинчен общество пысăк усă курнă. Юлашкинчен, сысна ашĕ туса илни чи тупăшли пулнă, тупăшлăх пайĕ 29 процентпа танлашать. "Прогресра" сысна ĕрчетесси çине малашне тата пысăкрах тимлĕх уйăрма кирлине пĕлеççĕ. Пысăк тупăш паракан отрасле малалла аталантарас тĕллевпе витесене реконструкци туса анлăлатма, сыснасен хисепне тата ỹстерме палăртаççĕ. Финанс кризисĕн тапхăрĕнче те ял хуçалăх предприятийĕнче тĕп фондсене ỹстерсе пыраççĕ: фермăсенче реконструкци ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, энергие перекетлекен çĕнĕ йышши техника нумай туянаççĕ. Пĕр сăмахпа, паян мĕн тума пултарнипе, мĕн пуррипе анчах лăпланса лармаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ ял хуçалăх предприятийĕн малашлăхĕ тата пысăк... Акционерсен хупă общество членĕсен пухăвне район пуçлăхĕ Н. Миллин хутшăннă, сăмах каланă. Колхоз йĕркеленнĕренпе 50 çул çитнине халалланă уявра тивĕçлĕ ĕçченсене район пуçлăхĕн Хисеп грамотисене, общество членĕсен тепĕр ушкăнне дирекци ячĕпе тав тунă _ хаклă парнесем парса чыс тунă. Паллă уяв ячĕпе чăваш эстрада çăлтăрĕсем пысăк концерт кăтартнă. .
Источник: "Елчĕк Ен"